Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Уй варринчи унитаз ванчăкĕсем хăмла ÿстерме пулăшĕç-и? / ГТРК "Чувашия"

19 января 2017 г.

Ку вăл çĕнĕ технологи мар, паллах. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл çывăхĕнчи уя çĕмрĕк сантехника килсе тăкнă. Юрăхсăра тухнă хатĕрсем ял хуçалăхне аталанма мĕнле пулăшассипе пирĕн корреспондент Леонид Петров кăсăкланчĕ.

Леонид Петров, Александр Яковлев

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи уя сантехника ванчăкĕсене тăкни пирки иртнĕ çулах шăв-шав çĕкленĕччĕ. Халăхра çак вырăна унитазсен çăви тесе те сăмах кăларнăччĕ. Кун пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтерсен, çут çанталăка сыхлакан прокуратурăра ĕçлекенсем тĕрĕслевпе çитнĕ. Ăпăр-тапăр куписем чăнах та пулнине курса ĕненсен, çакăн çинчен Раççей ял хуçалăх надзорне пĕлтернĕ.

- Саккуна пăснăшăн пирĕн управлени администрацине явап тыттарнă. 40 пин тенкĕ штраф панă, - тет Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш ен тата Чĕмпĕр облаçĕн управленийĕнчи инспектор Александр Андреев.

Вырăнти пуçлăхсем керамика ванчăкĕсене ял хуçалăх çĕрĕсем çине тăкнине пытармарĕç. Чиновниксемшĕн вăл кирлĕ япала шутланнă. Унпа ял тăрăхĕнчи çул-йĕре юсасшăн пулнă.

- Малтан, чăнах та, керамика ванчăкĕсем хăмла пахчинче пулнă. Халĕ асфальт çинче, акмалли çĕр çинче мар, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕн 1-мĕш çумĕ Надежда Гладкова.

Республикăра хăмла плантацийĕсене çĕнетесси çинчен сăмах хускатсан, пуçлăхсен шухăшĕ улшăннă. Ванчăксемпе хăмла юписене çирĕплетме шут тытнă. Шуршăл тăрăхĕнче „симĕс ылтăн” лаптăкне 20 гектар çинче чĕртсе тăратмалла.

- Хăмла плантацийĕсене тÿрех хута яма пултараймастпăр. Бюджет укçине ун пек çĕре яма та май çук. Çавăнпа та инвесторсене чĕнмелле, - тăсать сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕн 1-мĕш çумĕ Надежда Гладкова.

Хăмла туса илме хатĕр инвесторсем хальлĕхе патшалăх пулăшăвне кĕтеççĕ. Субсидисен виçи мĕн чухлĕ пуласси паянхи кун та паллă мар. Çавăнпа хăмла юписем валли тесе хăварнă ванчăк куписем хăçан çухалассине татса калама çук.
Источник: http://chgtrk.ru/?c=view&id=14759

Уй варринчи унитаз ванчăкĕсем хăмла ÿстерме пулăшĕç-и
Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика