01 июля 2016 г.
Юлашки вăхăтра сĕт пахалăхĕ сахал мар сăмахлаттарать. Чăнах та, пушă вырăнта çуралман ку калаçусем.
Акă пĕлтĕр Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем прокуратура, Роспотребнадзор, Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсемпе пĕрле август уйăхĕн- чен пуçласа çулталăк вĕçлениччен Чăваш Енре ятарласа йĕркеленĕ контроль мероприятийĕсенче иккĕле- нỹллĕ сĕт тата сĕт продукцине сахал мар тупса палăртнă. Кунта чи малтанах Таможня союзĕн "Сĕт тата сĕт продукцийĕн хăрушсăрлăхĕ пирки" техника регламенчĕн требованийĕ- сене тивĕçтерменни пирки сăмах пырать. Юридици сăпатĕнчи çынсене те, хуçалăх-предприяти ертỹçисене те, усламçăсене те, ахаль çынна та административлă майпа явап тыттарма тивнĕ.
Сĕт таврашĕнчен лабораторире тĕрĕслеттернĕ 43 пробăран 3-шĕ йĕркеллĕ мар. Иккĕшĕнче - соматика клеткисене, тепринче пыршăлăх палочкисене (мезофильные аэробные и факультативные анаэробные микроорганизмы) тупнă.
Ку кăна-и? Апат-çимĕç пахалăхĕн тата хăрушсăрлăхĕн патшалăх мониторингĕн планне пурнăçланă май та илнĕ пробăсенчен 7-шĕ иккĕленỹл- лĕ пулнă. Вĕсенче сиенлĕ япаласем тупнă. Пĕтĕмпе вара 71 сĕт пробине тата 24 сĕт продукцийĕн пробине лабораторисене ăсатнă.
Инспекторсем чĕрĕ сĕте ветеринари докуменчĕсемсĕр сутнине тата упранине те асăрханă.
Чăннипе, сĕт пахалăхсăр пулнинчен хытах тĕлĕнме те кирлĕ мар пуль. Ăна лейкозлă хуçалăхсенчен туянса кайран сĕт тирпейлекен предприятисене çитернĕ тĕслĕхсене те çиеле кăларчĕç инспекторсем плана кĕртнĕ тĕрĕс- левсенче.
Н. ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)
Первоисточник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_id=596&id=2642884&page=4