Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн яваплăхран килет

18 января 2014 г.

Çĕр-аннемĕре сума сăвасси чăваш юнĕнче пурах пулĕ. «Çын мĕн калĕ?» - тесех сад-пахчана кăна мар, уйри пай лаптăксене юхăнма памастпăр. Кÿршĕсенчен те çакнашкал тăрăшулăх кĕтетпĕр. Çакна Россельхознадзорăн республикăри управленине килекен çырусем çирĕплетеççĕ: пĕлтĕр – 16, кăçал 15 пулнă.

Кÿршĕ лаптăкĕпе усă курмасть

Акă Шупашкар районĕнчи Хыркассинчен пĕр арçын кÿршипе кăмăлсăр пулнине палăртса çырать. Чăннипе, пĕрремĕш хутчен кăна мар. Тĕрĕсрех каласан - унăн çумланса кайнă лаптăкĕ вĕчĕрхентерет ăна. Хыт-хура вăрлăхĕ юнашар пайсене те çăмăллăнах куçать. Çавна май пахча çимĕç тухăçĕ чакать, пулăхлă сий сиен тÿсет.

Шел те, лаптăка юхăнтарса янă хуçана явап тыттарма май килмен, мĕншĕн тесен вăл регистрациленнĕ вырăнта пурăнмасть-мĕн. Ăна шыраса тупасси вара управлени тивĕçĕ мар.

Кÿкеç поселокĕнчи «Дубрава» сад юлташлăхĕнчи пĕр лаптăкра çум курăк пилĕк таран ÿссе кайни пирки пĕлтереççĕ кÿршисем. Çитменнине ытти дачниксем хуçасăр вырăнта çÿп-çап купи йĕркеленĕ. Иртнĕ çулла çакăнта «хĕрлĕ автан ташлама» тытăнсан пушара шăпах кÿршисен сÿнтерме тивнĕ.

Управлени ĕçченĕсем ку ыйтупа та çула тухнă. Хуçипе калаçнă. Ку хутĕнче арçына вăрçма хăяймăн, халсăртарах-мĕн. Тăватă хутчен операци чăтса ирттернĕ. Апла пулин те Çĕр саккунне пăснине каçарттармасть ку. Çĕр хуçине йĕркесĕрлĕхе çитес çулхи çĕртме уйăхĕччен пĕтерме ыйтса предписани панă.

Атăл леш енĕн Йăлăм çыннисен пăшăрханăвĕ республика Пуçлăхĕ патнех çитнĕ. Çырура сăнланă лару-тăрăва тĕпченĕ май управлени инспекторĕсен административлă майпа ĕç пуçарма сăлтав тупăннă. Вырăнти общество ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ самай пысăк лаптăка ахаль вырттарать. 811,87 гектар, сăмахран, çум курăкпа витĕннĕ, темиçе çĕрте - ăпăр-тапăр купи.

Пыл хурчĕсене шар кăтартнă

Тĕлĕнмелле, управление çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхсене хирĕçлекен çăхав та çитрĕ. Тĕрĕсрех каласан, темиçе çул ахалех выртнă çĕре сухаласа тăкнипе тарăхнă Улатăр районĕнче. Хурт-хăмăр ăстисене ăнланма та пулать.

7 çын алă пуснă çыруран çакна пĕлтĕмĕр. 10 çул каялла «Кувакинский» совхозра улшăнусем пулса иртнĕ. Çĕрĕн пысăк пайне «Мордовресурс» предприятие пама йышăннă. Çĕнĕ хуçасем тăпрана удобренисемпе апатлантарма, çум курăкне хими япалисемпе пĕтерме тытăннă. Çĕр пахалăхне упраса хăварассинче çакă япăх мар туртăм пек, анчах пыл хурчĕсемшĕн ку вилĕм вĕт. Хурт-хăмăр ăстисен çак лару-тăруран çухатусăр тата тăкаксемсĕр тухмалли майсем шырама тивнĕ. Агрономсемпе çыхăну тытни пулăшнă.

3 çул каялла çав çĕр каллех хуçасăр тăрса юлнă. Çум курăк ашкăрма тытăннă унта. Пыл хурчĕсемшĕн вара – ырлăх: унта 5 сорт клевер, илепер курăкĕ, сар çип ути, матрÿшке тата ытти ешернĕ-çке.

Кăçал çулла тепĕр общество çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме пикеннĕ май çыру авторĕсен канăçĕ çухалнă. Пыл хурчĕсем пĕтме пуçланă. Çакăншăн айăплисене явап тыттарма ыйтнă.

Управлени ĕçченĕсем çырăва тимлĕхсĕр хăварман, анчах кама та пулин айăплама инспекторсен сăлтав çук темелле. Мĕншĕн тесен ку ведомство ĕçченĕсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕслеме ирĕк пур. Çырура кăтартнă тĕслĕхре вара лаптăк çинче ĕçлени палăрать. Çакă Çĕр саккунне пачах та хирĕçлемест кăна мар, республикăн пушă выртакан çĕрсемпе кĕрешессипе çыхăннă тĕллеве пурнăçлани те.

Хăнтăрсем мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши?

Тепĕр çырура автор Муркаш районĕнчи Шашкар ялĕ çывăхĕнче çĕр ĕçĕ хĕрсе пынине палăртать. Пĕр предприяти хăйăр купаламашкăн лапам хатĕрлет-мĕн. Анчах та çавна май çут çанталăк шайлашулăхĕ пăсăлать, çырма тайлăмне экскаваторсем хырса кĕнĕ май çĕр йăтăнать, ĕмĕрхи юмансем пĕтеççĕ.

Çыру йĕрĕпе харăсах темиçе ведомство çула тухнă. Чăнах та, çăхав ахальтен шăрçаланман-мĕн. Çут çанталăка сиен кÿни куç умĕнче. Общество хăйăр кăларнă тата ытти ĕç йĕркеленĕ май хăнтăрсен çемйи пĕтнĕ. Чĕр чунсене пурăнмашкăн услови юлман. Çавна май тепĕр çемье те пĕтес хăрушлăх тухса тăнă. Ку – пĕрре.

Тепĕр саманчĕ вара Çĕр саккунĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Пулăхлă сие сая яни палăрнă. Çакăншăн обществăна 22 пин тенкĕлĕх штрафланă. Тĕрĕссипе, асăрхаттару татах пулнă. Сăмахран, шыв объекчĕсемпе ирĕк илмесĕр усă курни çиеле тухнă. Тĕрĕслевçĕсем çыру авторĕн сăмахĕсен чăнлăхне çирĕплетнĕ.

Тавралăх шурă юрпа витĕнчĕ те çÿп-çап таврашĕ, ытти çитменлĕх курăнми пулчĕ. Çапах çÿлерех çырса кăтартнă тĕслĕхсем евĕрлĕ самант урăх çук теме иртерех. Вĕсене пĕтересси вара пирĕн яваплăхран килет. Хамăра тăрантаракан çĕршĕн вăя шеллес марччĕ.

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ

 

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: Зам. начальника отдела госземнадзора Воронова Н.В.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика