18 августа 2011 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче ял хуçалăхĕнче пестицидсемпе анлă усă курнă. Чăваш Ене хими хутăшĕсене çителĕклĕ кăна мар, ытлашшипех кÿнĕ тесен те юрать. Çавăнпах пулĕ пĕр пайĕ усă курмасăрах юлнă. Кирлĕ пек упраманран нумай химикат юрăхсăра та тухнă.
Хытса ларнă михĕсем уçă вырăнтах йăваланса выртнине ас тăватăр та пулĕ. Кунашкал пестицидсем çын тата чĕр чунсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулнине нумайăшĕ пĕлмен те-тĕр. Сапаланнăскерсем, пĕр-пĕринпе хутăшса пĕтнĕскерсем таврана наркăмăшлă япаласем пĕрмаях кăларса тăнине специалистсем те пытармаççĕ.
Çакнашкал препаратсем кашни районта тенĕ пекех пулнă. Вĕсене утилизацилес ыйтупа Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ йĕркеленнĕренпех пуçаруллă ĕçлет. Чи малтанах хими япалисем упранакан вырăнсене тĕрĕслесе вĕсен пахалăхне, калăпăшне палăртнă. Çавăн пекех управсем санитарипе эпидемиологи ыйтнисене мĕнле пăхăннине тĕпченĕ. Вĕсене нумай çĕрте йĕркене кĕртмешкĕн асăрхаттарма тивнĕ. Специалистсем ун чухне хуçасăр наркăмăшсем чылай çĕрте пулнине çирĕплетеççĕ.
Халĕ те кунашкал йĕркесĕрлĕх тĕл пулать. Асăрхаттарнине шута илсе çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшнине палăртмалла. Анчах юрăхсăр химикатсенчен хăтăлма çăмăлах мар. Утилизацилес ыйту темиçе çул çивĕччисен йышĕнчеччĕ. Кунта кризис витĕмĕ те пулчĕ-тĕр. Чăваш Енрен юрăхсăр пысăк партие ятарлă полигона тĕп тума 2008 çулта юлашки хут ăсатнă. Ун чухне 5 района кунашкал япаласенчен тасатма май килнĕ. Телейлисен шутне Муркаш, Куславкка, Канаш /пĕр пайĕ/, Комсомольски тата Етĕрне районĕсем кĕнĕ.
Çак кунсенче кăмăллă хыпар пулчĕ: ĕçе малалла тăсмашкăн республика бюджетĕнчен 4 млн тенкĕ уйăрма йышăннă. Управлени пуçарнипе ку ыйтăва çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче ведомствăсен утилизаци енĕпе йĕркеленĕ пĕрлехи комиссийĕн ларăвĕнче пăхса тухнă. Комисси членĕсем наркăмăша хăш-хăш районтан илсе тухассине палăртнă. Чи малтанах çак ĕçе пурнăçлама вăхăтра хатĕрленнĕ /ятарлă михĕсене тултарнă, виçнĕ/ районсене шута илнĕ. Уйăрнă 4 млн тенкĕпе 8 районти 64, 4 тонна пестицидран хăтăлма палăртнăччĕ. Анчах та Çут çанталăк тата Ял хуçалăх министерствисен юлашки хыпарĕсем тăрăх утилизацилесси йÿнелнине кура, тен, республикăри мĕн пур наркăмăша пĕтерме те май килĕ. Хальхи хаксемпе 188 тоннăна пĕтĕмпех тĕп тумашкăн перекетленĕ укçа çумне тата 2 млн тенке яхăн хушмалла.
Сăмах май, Канаш районĕнче утилизаципе çыхăннă мероприятисене пурнăçлама пуçланă. Хальхи вăхăтра пестицидсене ятарлă михĕсене тултарнă, Калуга облаçĕнчи полигона илсе кайма хатĕрлеççĕ. Ыттисен те пуçаруллăрах пуласчĕ. Хальлĕхе Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле районĕсенче çак ĕçсене вĕçлеме палăртнă. Малтанласа шутланă тăрăх 64 тоннăран хăтăласси паллă. Ыттине - май килнĕ таран.
Усă курмалли вăхăчĕ тухнă препаратсенчен хăтăлас енĕпе хăш-пĕр районта çителĕксĕр ĕçленине палăртаççĕ управленире. Сăмахран, Шупашкар районĕнче ытти районпа танлаштарсан юрăхсăр пестицид калăпăшĕ те пысăкрах - 68 тоннăна яхăн. Анчах кирлĕ мероприятисем йĕркелеме васкамаççĕ. Управлени специалисчĕ С.Ярусова ку ĕçе ырана хăвармалла марри пирки аса илтерет: «Çанталăк та лайăх тăрать. Утилизаци программине кăçалах вĕçлесшĕн. Экологи хăрушсăрлăхĕ кашни çынпа, чĕр чунпа, эпир сывлакан сывлăшпа çыхăннă-çке...»
Источник: "Хыпар"