10 августа 2011 г.
Раççей Федерацийĕн административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодексĕпе килĕшÿллĕн "...административлă штрафа саккунпа палăртнă вăхăтра тÿлемесен административлă штраф сумми икĕ хут ÿсет, е вун пиллĕк кунлăх арестлеççĕ".
Административлă явап тыттарасси çинчен хушăва пурнăçа кĕртес вăхăт пĕр çултан икĕ çул таран ÿснĕ. Аса илтеретпĕр, пурнăçа кĕрес вăхăт административлă явап тыттарассине палăртнă акт саккунлă вăя кĕнĕренпе шутланма пуçлать. Енчен те йĕркене пăсакан административлă штрафа вăхăтра хăй ирĕкĕпе тÿлемен пулсан, ăна пĕр çул хушшинче мар, икĕ çул хушшинче пурнăçлав производстви тăрăх шыраса илме пултараççĕ.
Вăхăта ик çуллăх тăсни 2011 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕ хыççăн тухнă административлă айăплав çинчен калакан хушусемпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Асăннă вăхăтран маларах тухнисемпе малтанхи срокпа – пĕр çуллăх – айăплаççĕ.
Чăваш Республикинчи ветеринарипе фитосанитари асăрхавĕн федераллă службăн управленийĕнче те административлă саккунсен тĕп шухăшĕсене тытса пыраççĕ: "Пăсрăн? Вăхăтра тÿлеме кăмăл ту!".
Юлашки икĕ уйăхра ветеринари саккунне пăснăшăн тата штрафсене вăхăтра тÿлеменшĕн 10 çын пирки административлă протокол çырнă, тишкерме миравай судьясем патне ярса панă.
Суд иккĕшне айăплă тесе йышăннă. Административлă йĕркене пăснăшăн малтан тÿлемен штраф виçине икĕ хут ÿстерсе тÿлеттермелле тунă. Ытти ĕçсем хальлĕхе – тĕрĕслев шайĕнче. Унсăр пуçне тÿлемен штрафсене шыраса илмешкĕн асăннă ĕçсене суд приставĕсене ярса панă.
Нумаях пулмасть административлă йĕркене пăсни çинчен РФ Кодексне улшăнусем кĕртмелли проект пичетленсе тухнă. Унпа килĕшÿллĕн ветеринари сферинчи штрафсем ÿсме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, выльăх-чĕрлĕх массăллă чирленине е вилнине пытарсан граждансене çĕнĕ правилăпа 4-5 пин, должноçри çынсене – 40-50 пин, юридици сăпачĕсене 500-600 пин тенкĕ таран штраф пама май пулĕ. Хăвăрах пĕтĕмлетÿ тăвăр, тÿлев вăхăтне тăсмалла-и е çук? Саккуна пăсма кирлех-ши?
Источник: "Пирěн пурнăç"