Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн унта, вăрманта?

09 августа 2011 г.

Мĕн унта, вăрманта?

Чăваш Ен тăрăх çÿренĕ чухне çул хĕрринчи йывăçсем çаралса пынине курнах ĕнтĕ. Хăш-пĕр çĕрте лаптăкĕ-лаптăкĕпе çакнашкал ÿкерчĕк тухса тăрать. Мĕнле хурт-кăпшанкă çав териех иртĕхет-ха?

Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем каласа панă тăрăх - вăрмансем пĕр тĕрлĕ нăрăран кăна шар курмаççĕ. Çитменнине, пĕлтĕрхи шăрăх сăтăрçăсене пушшех сарăлма майсем туса панă - палăртаççĕ специалистсем.

Тĕрĕссипе, йывăç-тĕме сиен кÿрекенсене республикăра унччен те асăрханă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех, сăмахран, чăрăш лубоечĕ чăваш вăрманĕсенче пурри пирки çырнисем пур. Анчах ун чухне çав вырăнсене кĕнекере палăртман. Вăрманçăсем калаççĕ: çут çанталăкра тĕрлĕ хурт-кăпшанкă пулмалла, анчах - виçеллĕ. 1994 çулта вара сиенленнĕ пысăк лаптăксемех куçа тăрăннă. Пăрачкав районĕнче çак нăрăсем чи малтан капкăна çакланнă. Федерацин вăрмансене хÿтĕлекен «Чăваш вăрманне хÿтĕлекен центр» патшалăх учрежденийĕ пĕлтернĕ тăрăх - вĕсем Вăрнар, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай тата Патăрьел районĕсенче анлă сарăлнă.

Лубоед пуринчен ытла чăрăша, хыра, пихтăна кăмăллать. Чи хăрушши - сывă йывăçсенех тапăнма вăй-хал çитерет. Ытларах чухне 15-45 çулсенчи хырсене сиенлет. Пĕчĕк кăна пулин те 500 метр таран инçĕшне вĕçме пултарать иккен. Вăл тахçанах Ирландишĕн, Аслă Британишĕн, Швейцаришĕн, Алжиршăн, Аргентинăшăн, Турцишĕн, Ираншăн, Грецишĕн карантин объекчĕ шутланать.

Пирĕн тăрăхра та, Патăрьел районĕнчи вăрманта, чăрăш лубоечĕ тĕлĕшĕпе 2009 çулта 10 пин гектар çинче карантин йĕркине çирĕплетнĕ.

Ун чухне вăрманçăсем сиенленнĕ йывăçсене ятарлă шĕвек сĕрсе тасатнине пула вĕсен йышне сарăлма паман.

Тепĕр тĕрли те вăйлă тăшмансен йышĕнче. Чăрăшсене кăшлакан усачсен йышне кĕрекеннисем 3-5 çухрăм таран вĕçме пултараççĕ. Вĕсем чирлĕ пĕренепе пĕрле пĕр тĕлтен тепĕр çĕре куçарсан та аванах çав вырăна хăнăхса йăва çавăраççĕ. Хура усач чăвашри лăсăллă тата хутăш вăрмансенче час-часах тĕл пулакан тĕс шутланать. Йăлăм вăрманĕсенче пурăнать, тĕрĕсрех каласан, 9 районти йывăçсене сиенлетет. Пĕрене-хăма кÿрсе килнĕ ялсенче те тĕл пулать. Патшалăх хÿтте илнĕ «Чăваш вăрманĕ» çут çанталăк паркĕнче те, «Присурский» заповедникре те хуçаланнă çак мур.

Управленин ÿсен-тăран карантинĕ, тыр-пул пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшĕпе тимлекен пайăн пуçлăхĕ Сергей Лабинов каласа панă тăрăх - нумаях пулмасть Çĕмĕрле лесничествинче каллех çак кăпшанкăн хуртне тупнă. Темиçе çул каялла палăртнă тĕлтен инçех мар пĕр вырăнта усачсен тĕлĕшпе фитосанитари карантин зони йĕркине çирĕплетнĕ пулнă. Çавăнтан-тăр вĕсем кунта куçнă. Ара, маларах каларăм-çке: вĕсем 5 çухрăм таран вĕçме мехел çитереççĕ. Пĕлтĕрхи шăрăхра курăк çунни вĕсене пулăшнă çеç. Çулăм йывăç хуппине хавшатнă. Сăтăрçăсемшĕн - çул уçă.

Сăмах май, асăннă пай ĕçченĕсем çулсерен вăрмансенче капкăнсем лартаççĕ. Çапла майпа кăна вăл е ку нăрра тытма пулать. Тытма çăмăл мар, тĕп тума - пушшех те. Юлашки вăхăтра хими япалисемпе кĕрешессине пăрахăçласа пыраççĕ, мĕншĕн тесен усăллă кăпшанкă-кайăк та пĕтет. Халĕ сиенленнĕ йывăçа касма тăрăшаççĕ. Çав вырăна усă кÿрекен чĕр чунсене тата нăрăсене илĕртес тĕллевлĕ тĕрлĕ мера йышăнаççĕ.

Сергей Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх - шăрăхра хăй тĕллĕн ÿсекен вăрмансем кăна мар, уйрăмах хÿтĕлекен парксем те шар кураççĕ. Акă Çĕмĕрле хулинче пĕр лаптăк пĕтес хăрушлăх тухса тăнă. Хурăнсем пĕлтĕрхи шăрăхра вăйлă сиенленнĕ: хуппине хĕвел çунтарнă. Çавăнпа та чиперккесем илемне çухатнă кăна мар, куç умĕнчех типсе-хăрса пыраççĕ.

Кунсăр пуçне 22 гектар çинче хыр та, пан улми те, вăрăм ĕмĕрлĕ чăрăш та ÿсеççĕ. Вĕсене çăлса хăварас тĕллевпе управлени специалисчĕсем феромон капкăнĕсем лартса тухнă. Чи малтан мĕнле кăпшанкă сăтăр тунине палăртмалла-çке. Сергей Лабинов шухăшĕпе, унта Америка шурă лĕпĕшĕ те, тухăç плодожорки те, персик плодожорки те иленме пултарнă. Тĕсне пĕлсен унпа мĕнле кĕрешмелли те паллă пулĕ.

Тĕрĕссипе, Хула паркне 1950 çулта хута янă. Ун чухне лартнă хурăнсем ватăлнă ĕнтĕ. Эппин, хавшанă, вĕри хĕвелпе кĕрешме вăй çитереймен пулĕ çав. Тĕпчев пур ыйтăва та уçăмлатĕ. Хурăнсем çĕнĕрен вăй илесси иккĕленÿллĕ, пĕр хăрма пуçланине чарма май çук. Касса вутта ямашкăн кăна юрăхлă. Касмасан типнĕскерсем хăйсем тĕллĕн хуçăлма пултараççĕ. Паркра вара яланах çын çÿрет.

Сăмах май, усач е лубоед тапăннă йывăç та усă курма юрăхсăра тухать. Карта тытма е ытти вак-тĕвек ĕç валли усă курма юрать. Мунча таврашĕ тума ан васкăр. Пĕр пĕлĕшĕм каласа пани аса килет. Çĕнĕ мунчах тĕпренсе пырать-мĕн. Темĕнле хурт-кăпшанкă тапăннине кĕçех пĕлеççĕ. Ÿкерчĕксем тăрăх шăпах усач пулнине çирĕплетнĕ. Халь тин ним те улăштараймăн. Мунча çурчĕн ĕмĕрĕ кĕске пуласси куç кĕрет.

Çын йăнăшĕнчен вĕренме сĕннĕ ваттисем. Кунашкалли пуласран темиçе сĕнĕве кăна асра тытмалла. Чи малтанах карантин йĕрки çирĕплетнĕ фитосанитари зонинчен пĕрене-хăма илсе тухас умĕн карантин е фитосанитари сертификачĕ ыйтăр.

Палăртса хăваратпăр: çулталăк пуçланнăранпа республикăра усачсем хуçаланнă пысăк 2 лаптăка тупса палăртнă - Канаш тата Йĕпреç районĕсенче. Пĕтĕмпе 11 пин ытла гектар сиенленнĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика