29 июля 2011 г.
Çулла хĕвел лайăх, паллах. Çамрăксене, ача-пăчана уяр кун килте лартаймăн та. Кăмпа-çырла пиçсе çитсен пушшех те. Вăрмана васкакансене сыхлăх пирки аса илтереççĕ Россельхознадзорăн республикăри управлени ĕçченĕсем. Çутçанталăкпа пĕрлех сăвăссем те вăранаççĕ-çке. Асăннă управлени специалисчĕсем палăртнă тăрăх, пирĕн тăрăхра шăрăх климатлă çĕршывсенче анлă сарăлнă сăвăссем - иксод (иксодовые) - тĕл пулаççĕ. Тĕрĕссипе, çав мурсем тĕнчипех куçса çÿреççĕ.
Иксод текен сăвăссем питĕ чăтăмлă. Хĕле те парăнмаççĕ, вĕсем пурăнакан вырăна шыв илсен те çавăнта 12 кун ним мар пурăнаяççĕ. Тĕлĕнмелле, ку йышри ама выçăлла та 7 çул таран вилмест. Çитменнине вăл 5 пин таран çăмарта кăларать.
Шăп халĕ ÿссе çитĕннĕ сăвăссем апат шырама тухаççĕ. Çак тапхăрта курăксен, тĕмсен, йывăçсен тунисем çине хăпараççĕ. Вĕсем тĕрлĕ шăрша, температурăна, çĕр хумханăвне сисĕмлĕ. "Тăрантаракан" (çын е выльăх) килнине туйсанах ун çине куçаççĕ. , те шăтарса кĕрсе юна ĕмме пуçлаççĕ.
Палăртмалла, сăвăссем пур çĕрте те тĕл пулмаççĕ. Вĕсем ытларах нÿрĕк вырăнсене кăмăллаççĕ. Тăранса пурăнма чĕрчун пурри те пĕлтерĕшлĕ çак кăпшан-кăшăн.
Вĕсенчен сыхланма халĕ аптекăра тĕрлĕ хатĕр сутаççĕ. Выльăха сăвăссенчен сиплемешкĕн инсектицидсемпе 7-10 кунра пĕрре усă курмалла.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)