Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăссем мĕнпе хăрушă?

29 июля 2011 г.

Сăвăссем мĕнпе хăрушă?

Россельхознадзорăн рес­публикăри управленийĕн специалисчĕсем палăртнă тăрăх пирĕн тăрăхра пăчă çĕршывсенче анлă сарăлнă сăвăссем – иксод йышшисем   (иксодовые) – тĕл пулаççĕ. Тĕрĕссипе, çак мурсем тĕнчипех куçса çÿреççĕ?

Иксод текен сăвăссем питĕ чăтăмлă. Хĕле те парăнмаççĕ: вĕсем тĕпленнĕ вырăна шыв илсен те çавăнта 12 кун ним мар пурăнаяççĕ. Тĕлĕнмелле, ку йышри ама выçăлла та 7 çул таран вилмест. Çитменнине вăл 5 пин таран çăмарта кăларать.

Халĕ ÿссе çитĕннĕ сă­вăс­сем апат шырама ту­хаç­çĕ.Çак тапхăрта вĕсем ку­рăк­сен,  тĕмсен, йывăçсен тунисем çине хăпараççĕ. Вĕсем тĕрлĕ шăрша, температурăна, çĕр хумханăвне сисĕмлĕ. «Тăрантаракан» (çын е выльăх) килнине туйсанах ун çине куçаççĕ те шăтарса кĕрсе юна ĕмме пуçлаççĕ.

Сăвăссем пур çĕрте тĕл пулмаççĕ. Вĕсем ытларах нÿрĕк вырăнсене кăмăллаççĕ. Тăранса пурăнма чĕр чун пурри те пĕлтерĕшлĕ çак кăпшанкăшăн.
Вĕсенчен сыхланма ха­лĕ ап­те­кă­ра тĕрлĕ хатĕр су­таç­çĕ. Выльăха сăвăссенчен тасатмашкăн инсектицидсемпе 7-10 кунра пĕрре усă курмалла. Ветеринари аптекисенче паян çак препаратсене сутаççĕ: бутокс: неостомазан: суминак.Йытăсем тата кушаксем валли ятарлă мăйкăч пур.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика