08 июля 2011 г.
Чăвашшăн çĕр чăн пуянлăх вырăнĕнче пулнине кашниех ăнланать-тĕр, анчах темшĕн ăна упрама пĕлместпĕр. Иртнĕ номерсенчен пĕринче тырă акса çитĕнтерме юрăхлă лаптăксене çÿп-çаппа варалани пирки çырнăччĕ. Шел, çĕре шар кăтартакансен йышĕ ÿссех пырать.
Ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсем ку хутĕнче пулăхлă тăпра сийĕпе тĕллевсĕр усă курнине тĕпчесе пĕлнĕ. Тĕрĕссипе, Çĕр çинчен калакан саккунсемпе килĕшÿллĕн çак пурлăха пĕр тĕлтен тепĕр вырăна куçарма юрамасть. Ку ĕçпе аппаланас тесен ирĕк паракан ятарлă документсем илмелле.
Çĕр тĕрĕслев пайĕн специалисчĕсем Муркаш районĕнчи йĕркесĕрлĕх пирки пĕлтереççĕ. Унта «ВаСем» ООО Елкино ялĕ çывăхĕнче çур гектара пулăхлă çĕр сийĕсĕр хăварнă. Çакна пĕрлĕх нимĕнле те ăнлантараймасть, мĕншĕн тесен ирĕк паракан документсем кăтартайман унта.
Çĕрпÿ районĕнче тÿнтерле кунашкал тĕслĕх пирки çынсем хăйсем пĕлтернĕ. Тĕрĕслев вĕсен сăмахне тÿрре кăларнă. Чăнах та, «Дорисс-Нефтепродукт» ООО Тупнер ялĕ çывăхĕнчи 30 пин кубла метр тăпрана автозаправка тунă вăхăтра çĕр лаптăкĕн сийне танлаштармашкăн куçарнă. Тулли мар яваплă общество çĕрпе ирĕк памасăрах усă курни куç кĕрет: пăснă çĕр тĕлĕшпе рекультиваци проекчĕ те, ирĕк илнине çирĕплетекен хутсем те пулман.
Шупашкар районĕнчи Ишлей заводĕнчи çĕрпе çыхăннă ыйтăва та татса паман-ха. Управлени специалисчĕсем унта 1 гектар лаптăк çинчи лайăх сийпе тĕллевсĕр усă курнă тесе шухăшлаççĕ. Анчах çакна вырăнта хирĕçлеççĕ. Халĕ административлă тĕпчев пуçарнă. Тавлашуллă самантсене судра татса пама тивет-тĕр.
Тăвай районĕнче пурăнакан пĕр гражданин тĕлĕшпе постановлени çырма тивнĕ. Çĕнĕ Ишпуç çынни япăх ĕç тунине чухланă-ши? Хуçалăхне тĕреклетме шухăшланăскер ялтан инçех мар выртакан 4 тонна хăйăра турттарса килнĕ. Малтан пулăхлă çĕре экскваторпа хырнă.
Кăçал Çĕр çинчен калакан саккунсене пăснă тĕслĕхсем тĕлĕшпе 3 протокол хатĕрленĕ. Пĕлтĕр те çакнашкал пăтăрмахсемшĕн юридици вăйĕнчи - 1, должноçри 10 çынна тата 7 гражданина яваплăх пирки аса илтерме тивнĕ, 18 протокол çырнă. 2010 çулта 2 гектара яхăн пулăхлă тăпрана вырăнтан куçарнă.
Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"