23 июня 2011 г.
Районти прокуратура ĕçченĕсем Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсемпе пĕрле Тралькасси тата Питĕркасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенче хытă каяшсемпе çÿп-çапа пуçтарассине тата илсе тухассине йĕркеленĕ чухне çут çанталăка сыхлас тата санитарипе эпидемиологи саккунĕсене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Çавна май асăннă ял тăрăхĕсенче санкцисĕр çÿп-çап вырăнĕсем пуррине тупса палăртнă.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем "Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" федераллă саккуна пăхăнмасăр территоринчи йăлари каяшсене илсе тухас ыйтăва татса парассине тивĕçтермен. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсем территорисене вăхăтра çÿп-çап вырăнĕсенчен тасатманни çывăхра пурăнакансен таса тавралăх тĕлĕшпе конституци прависене пăсать.
Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе Тралькасси тата Питĕркасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тĕлĕшпе административлă правăна пăсни пирки ĕç пуçарнă, представлени тăратнă. Ял çыннисен интересĕсене хÿтĕлесе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çĕр лаптăкĕсене çÿп-çапран тасатма хушасси пирки Етĕрнери район судне тавăç хучĕсем тăратнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"