23 июня 2011 г.
Çĕр – патшалăхăн тата халăхăн наци пуянлăхĕ. Палăртмалла, çĕр пире утса çÿреме, çавăн пекех çуртсем тата çулсем тума кăна кирлĕ мар, вăл – чĕрĕ организм. Унăн хăйĕн свойствисем пур: хими, физика, биологи тата ыттисем те. Çĕрĕн çиелти сийĕ пулăхлă, вăл ÿсен-тăрансене сывлăшпа, шывпа, ăшăпа, ял хуçалăх культурисене вара тухăçлăхпа тивĕçтерме пултарать. Унра тĕрлĕ процессем пулса иртеççĕ, вĕсем ăна ял хуçалăх культурисене акма юрăхлă е юрăхсăр тăваççĕ. Çавна май çĕрпе асăрхануллă пулмалла, вăл пире тăрантарать, ăна вараласан ял хуçалăх культурисен пахалăхĕ те чакать. Çĕр саккунĕ çак пуянлăха пурне те упрама чĕнсе калать. Апла пулин те пурнăçра яланах саккун ыйтнă пек пулса пымасть çав. Кам та пулин ăна пурнăçлассинчен пăрăнать.
Шăпах кăçалхи май уйăхĕн вĕçĕнче районти прокуратура тĕрĕслевĕнче Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн çĕр тĕрĕслевĕн пайĕн специалисчĕсем хутшăннă. Вĕсем ял тăрăхĕсенче çĕр саккунĕсене епле пăхăннине тишкернĕ. Тĕрĕслевре Тралькасси тата Питĕркасси ял тăрăхĕсенче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче хытă каяшсен санкцисĕр, ирĕк паракан документсемсĕр вырнаçнă çÿп-çап вырăнĕсем пуррине тупса палăртнă. Районти прокуратура асăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тĕлĕшпе каяшсемпе усă курмалли правилăсене пăхăнмасăр çĕре сиен кÿнĕшĕн, çĕр саккунĕсене пăснăшăн административлă ĕç пуçарнă. Административлă йĕркене пăснă материалсене пăхса тухма Россельхознадзорăн республикăри управленине ярса панă, айăплисене штраф пама йышăннă.
Источник: "Пирěн пурнăç"