01 июня 2011 г.
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн специалисчĕсемпе пĕрле районти прокуратура "Победа" ЯХПК-ра çĕр саккунĕсен требованийĕсене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслевре "Победа" ЯХПК-ра çĕрпе усă курма май паракан документсене кирлĕ йĕркепе çирĕплетмен 162, 63 гектар йышăнакан çĕр лаптăкĕпе усă кураççĕ. Коллективлă пай харпăрлăхĕнче тăракан çĕр лаптăкĕсене тара илессипе граждансемпе килĕшÿсем туман. Çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртман, вĕсем кадастр учечĕ витĕр те тухман.
Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх районти прокуратура РФ КоАП-ĕн 7.1 статйипе килĕшÿллĕн "Победа" ЯХПК председателĕ тĕлĕшпе административлă йĕркене пăсни пирки ĕç пуçарнă, йĕркене пăснă тĕслĕхе пĕтерме представлени тăратнă.
Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)