05 мая 2011 г.
Россельхознадзорăн çĕр тĕрĕслевĕн пайĕн специалисчĕсем Шупашкар районĕн прокуратурипе пĕрле Çĕньял территорийĕнче вырнаçнă «Пучах» колхозра çĕрпе мĕнле усă курнине тишкернĕ. Пĕлтĕр кунта ял хуçалăх тĕллевĕллĕ 472 гектар çĕрпе усă курнă. Çанталăк шăрăххине пула нумай лаптăк çинче тухăç пĕтнĕ, тыр-пула 68 гектар çинчен кăна пухса илнĕ. Çийĕнчен тĕрĕслев кунти хăш-пĕр лаптăка 3 çул сухаламаннине-акманнине çиеле кăларнă. Çĕр пирки маннăшăн административлă майпа явап тыттараççĕ – материалсене район прокуратурине панă.
Шел те, çĕрпе тирпейсĕр усă курни чылай çĕрте тĕл пулать. Россельхознадзор специалисчĕсем Вăрмар районĕнчи Чулкаç ял тăрăхĕнче ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсем çинче çÿп-çап тăкмалли санкцилемен вырăнсене тупса палăртнă. Çак тĕслĕхпе те административлă ĕç пуçарнă – айăплисем явап тытĕç.
Источник: "Хыпар"