29 апреля 2011 г.
Çĕр вăл - патшалăхăн тата халăхăн наци пуянлăхĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем вара пысăк вырăн йышăнаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çут çанталăк объекчĕсемпе пĕрлех ял хуçалăх производствинче курăмлă вырăн йышăнаççĕ. Саккунпа палăртнă тăрăх, çĕрпе усă курнă чухне ăна кирлĕ мар япаласемпе варалас пулмасть. Çĕр çут çанталăкăн уйрăлми пайĕ пулнă май, эпир ун çинче çÿренисĕр, çурт-йĕр хăпартнисĕр, çул-йĕр тунисĕр пуçне пахча çимĕç тата ытти ял хуçалăх культурисем туса илетпĕр.
РФ Çĕр кодексĕнче асăннă территоринче çĕр халăх пурнăçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăнине палăртнă. Çĕрпе усă курнă чухне экологи системине упраса хăвармалла, вăл ял хуçалăх производствинче тĕп вырăн йышăнтăр. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене вара уйрăмах контроллесе тăраççĕ, мĕншĕн тесен унăн пулăхĕнчен ял хуçалăх продукцин пахалăхĕ палăрать. РФ Правительствин 2006 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчи «Çĕре патшалăх контроллесси çинчен» килĕшÿллĕн 689 номерлĕ йышăнăвĕпе çĕре контроллессипе влаç пурнăçлакан федераллă 3 орган - Росреестр, Россельхознадзор, Росприроднадзор пурнăçласа пыраççĕ. Кашни органăн хăйĕн полномочи пур. Çĕр пулăхне куçарса çÿресрен, тĕрлĕ пестицидсемпе, агрохимикатсемпе тата ытти сывлăха сиен кÿрекен химикатсемпе усă курнă чухне правилăсене тĕрĕс пурнăçласа пырассине Россельхознадзор тĕрĕслесе тăрать. Çакна палăртмалла: çĕрĕн çиелти пулăхлă пайĕ - çĕрĕн чи хаклă пайĕ. Çĕр законодательствипе килĕшÿллĕн çĕрĕн çиелти пайне хăй халлĕн уйăрма юрамасть. Административлă право йĕркине пăсассипе хирĕç кĕрешекен кодексĕн 8.6 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн асăннă тĕслĕхпе явап тытма тивет. 2010 çулта ку енĕпе юридици сăпатĕнче тăракан - пĕр çын, должноçри - 9 тата 7 уйрăм çынна штрафланă. Çĕр контролĕн пайĕ йĕркеленнĕ май, Россельхознадзор Управленийĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче санкцилемен свалкăсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕсем çут çанталăка сиен кÿнипе пĕрлех сиенлĕ япаласем кăлараççĕ, çыннăн сывлăхне сиен кÿреççĕ. Иртнĕ çул çĕре контроллесе тăрас енĕпе ĕçлекен пайĕн специалисчĕсем йăлара усă курнă хытă каяшсен свалкинчен çĕре илсе Чулхулари Россельхознадзорăн референтлă центрне анализ тума панă. Хими анализĕ туса ирттернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар тата Тăвай районĕсенчи çĕрсенче свинец тата цинк ытларах пулни палăрнă. Унсăр пуçне «Шупашкарти кайăк-кĕшĕк фабрики» тулли мар яваплă обществăра та кайăк каяшне хуракан вырăнта цинк нормăран икĕ хут ытлараххи палăрнă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тĕрĕс мар усă курнăшăн иртнĕ çул юридици сăпатĕнче тăракан - 3, должноçри - 33 тата 11 уйрăм çынна Россельхознадзор штраф панă. Россельхознадзорăн çĕре контроллес енĕпе ĕçлекен пайĕ çĕр законодательствипе килĕшÿллĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çум курăк ăшне путармалла марри çинчен те аса илтерет. Çавăн пекех халиччен усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли çинчен те манас пулмасть.