29 апреля 2011 г.
Выльăх-чĕрлĕх валли мĕнле эмел туянни чĕр чун сывлăхĕшĕн кăна мар, ăна усракансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Россельхознадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн тĕп специалисчĕпе Оксана Викторовăпа çакăн пирки сăмах пуçартăмăр.
Килти чĕр чуна – пире тăрантаракан выльăх-чĕрлĕх е кайăк-кĕшĕк-и вăл, е ăна чун киленĕçĕшĕн усратпăр-и – асаплантаракан чир-чĕр этемшĕн те хăрушă пулма пултарать. Эмел туянмалли йĕркене тĕрĕс пăхăнни вĕсенчен хўтĕленме пулăшĕ. Чи малтанах унпа суту-илў тăвакан организаципе кăсăкланмалла. Иккĕлентерекен вырăнта е алăран, уйрăм çынсенчен, туянма тăхтамалла. «Законлă» ĕçлекен ветаптекăсем хăйсен лицензи копине туянакан курмалла çĕре вырнаçтараççĕ. Иккĕлентерекен, лицензисĕр аптекăсем пирки, эмеле пула выльăх-чĕрлĕх аптăрарĕ пулсан (8352) 52-80-33, 54-55-57 телефонпа, е Шупашкар хули, Н.Крупская урамĕ, 9-мĕш çурт адреспа Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленине пĕлтермелле.
Аптекăра препарата мĕнле чиртен туяннине каламалла. Ăна мĕнле, мĕн йывăрăш тата миçе çулти чĕр чун валли илессине асра тытни дозăна тĕрĕс палăртма пулăшĕ. Пĕтĕмпех мар, упаковкăна уçса шутпа туянакан эмелпе пĕрле инструкци ыйтмалла, хăçанччен усă курма юранине шута илмелле. Кĕленче тĕпĕнче лĕкĕ çук-и, хутăш пăтранчăк мар-и – шĕвĕ эмелсене тимлĕ сăнамалла. Вĕсене ятарлă аптекăсенче кăна туянмалла. Çакна валли лицензи илнĕ организацисем тĕрĕслев витĕр тухнă, вĕсен эмел пахалăхне упрама май паракан оборудовани пур. Эмеле тĕрĕс мар упрани – хĕвел пайăркисем лекекен вырăнта, ăшăтакан приборсен çывăхĕнче, е, пачах урăхла, морозильник камеринче, тытни унăн пахалăхне пăсать.
Пахалăхсăр эмел пулăшмасть кăна мар, сиплев витĕмĕ çуккипе чир шала каять.
Источник: "Тăван ен"