13 апреля 2011 г.
2010 çулта çуллахи çанталăк питĕ шăрăх пулнăран ял хуçалăх производство организацийĕсем тата килти хушма хуçалăхсем тыр-пул тата çĕр улми вăрлăхне çителĕклĕ хатĕрлесе, хывса хăварайман.
Нумай хуçалăх вăрлăха кўршĕ республикăсенчен, тĕрлĕ регионсенчен туянма хатĕрленет. Çавăнпа тимлĕх пирки манмалла мар: ют регионсенчен, республикăсенчен кўрсе килекен вăрлăхпа пĕрле пирĕн пата ку таранччен пулман сиенлĕ хурт-кăпшанкăсем, ўсен-тăрансен, çум курăк вăррисем килме пултараççĕ.
Тепĕр майлă хурт-кăпшанкăсене карантинлă чĕр чунсем теççе, хăвăрт ĕрченĕрен вĕсене пĕтерме питĕ ыйвăр. Çавăн пикех тĕрлĕ чир-чĕр сарăлас хăрушлăх пур.
Аякран килекен «иккĕмĕш çăкăрпа» пирĕн тăрăха çак чирсем – çĕр улми нематоди тата çĕр улми ракĕ – çакланма пултараçĕ. Вĕсем тухăçа 70 процент таранах е татах та ытларах чакараççĕ. Тырă, нумай çул ўсекен курăксен тата ытти пĕрчĕллĕ ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕпе амброзии, горчан тата сырлан (е сухăр) ятлă çум курăк вăррисем хутăшса килме пултараççĕ. Çўлерех асăннă çум курăксем тыр-пул ўйĕсене питĕ хăвăрт пусса илеççĕ, вĕсене хĕвелтен тĕттĕмлеççĕ, çитĕнме чăрмантараçĕ, тутлăхлă япаласене илеççĕ. Тыр-пул тата ытти йышши ўсен-тăран культурисен тухăçне 40 процент таранах чакараççĕ.
Çавăнпа та вăрлăх туяннă чухне чи малтанах унăн пахалăхне, тасалăхне çирĕплетекен документсене ыйтмалла, пĕлмен е пачах палламан çум курăк вăррисем, хурт-кăпшанкă курăнсан, чир-чĕр паллисем пулсан тепĕр хут хамăр патăрта тĕрĕслеттермелле. Çул çине тухас умĕн вăрлăхăн пахалăхне, тасалăхне, карантинлă чĕр чунсем çуккине çирĕплетекен-ĕнентерекен хутсене пĕрле илмелле. Çўлерех асăннă йĕркесене пăхăнманнипе 80-мĕш çулсенче Чăваш Республикине Колорадо нăрри килсе ерчĕ, çавăнпа та хамăр тавралăха сыхламалла, урăх регионсенчен хамăр тăван республикăна сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене, çум курăк вăррисене, ўсен-тăран чирĕсене кĕртес марччĕ. Ыйтусем пулсан 2-74-02 номерпе Вăрнара шăнкăравлăр.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета