06 апреля 2011 г.
Çĕр – пирĕн пуянлăх. Ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕр пĕлтерĕшĕ йурăмах пысăк. Саккунпа килĕшўллĕн çак лаптăксене вараласран, çўп-çаппа тултарасран тата ытти усал пулăмсенчен сыхлаççĕ. Çĕрĕн çиелти сийĕ пулăхлă пулнипе ял хуçалăх культурисем аталанса ўсеççĕ. РФ Çĕр кодексĕнче çĕре халăха пурăнма тата ĕçлеме кирлине кура упрасси пирки каланă. Çĕр пулăхне упрас, лайăхлатас тесе тăрăшмалла. Пулăхсăр лаптăкра ял хуçалăх культурин тухăçĕ, продукции пахалăхĕ чакать. Çĕрпе тухăçлă усă курманнин тата çĕр саккунне пăснин паллисем çаксем: ял хуçалăх культурин тухăçĕ пĕчĕк пулни, уй-хир çум курăкĕпе хупланни, агротехникăн шайĕ япăххи, тăпра пулăхĕ чакни.
РФ Правительствин ыйшăнăвĕпе килĕшўллĕн (2006 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕ, 689 №) Росреестр, Россельхознадзор тата Росприроднадзо çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслене тăракан патшалăх органĕсем. Кашни органăн хăйĕн полномочийĕ, ĕçĕхĕлĕ. Россельхознадзор çĕрĕн пулăхлă сийне сиен кўресрен сыхлать. Ял хўçалăх пĕлтерĕшлĕ çерсемпе уса курнă чухне саккуна пăхăннине тĕрĕслет. Саккун çĕрĕн пулăхлă сийне урăх çĕре куçарма чарать. 2010 çулта хăйсен ирĕкĕпе çĕрĕн пулăхлă сийĕпе хуçаланнă должноçри 9 çынна тата 7 гражданина администравлă явап тыттарнă.
Россельхознадзор управленийĕн ятарлă уйрăмĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре çўп-çал тултарассине хирĕç кĕрешет. 2010 çулта специалистсем ăптăр-каптăр купи вырнаçнă лаптăкри çĕрĕн пахалăхне тĕрĕслеттернĕ. Россельхознадзорăн Чулхулари центрĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ял тăрăхĕн, Шупашкар, Тăвай районĕсен территорийсенчи çĕр хура тăхланпа тата цинкпа вараланнине палăртнă. Шупашкарти чăх-чĕп фабрики те 29,4 гектар çинче чăх каяшне купаласа пынă. Çакă тăпрари цинк шайне икĕ хут ўстерсе янă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре юрăхсăра кăларнишĕн пĕлтĕр Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕ 3 предприятие, должноçри 33 çынна тата 11 гражданина штрафланă.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксем çум курăкпа тата тĕмсемпе хупланасран та асăрхаса тăраççĕ. Кун пек уйсене кайран пусă çаврăнăшне кĕртме йывăр, химии препарачĕсемпе усă курма тивет. Çакă вара тăпра пулăхне япăхлатать. Типнĕ çум курăкĕ те, тĕмĕсем те пушар енчен те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Специалистсем прокуратурăпа пĕрле час-часах тĕрĕслеве тухаççĕ, саккуна пăснă тĕслĕхсене палăртаççĕ.
Источник: "Хресчен сасси"