04 апреля 2011 г.
Юлашки çулсенче Раççейре Японири, Корейăри, Китайри тата Кăнтăр-Хĕвел тухăç Азин ытти çĕршывĕсенчи кулинари йăлисемпе усă кураççĕ. Кунта чылай блюдăна чĕрĕ тата çурма чĕрĕ тинĕс пуллисенчен, креветкăсенчен, кальмарсенчен, осьминогсенчен хатĕрлеççĕ. Суши, сацими, хе, тела, роллы... Хĕвел тухăç тĕпелне кăмăллакансем çак апат-çимĕçе çисе курнă ĕнтĕ.
Хальхи вăхăтра тата хăш-пĕр çынсем тинĕс пуллине (кетана, горбушăна, сельде) килте тăварлама тăрăшаççĕ. Астăвăр – нумай тинĕс продукчĕ анизакидсен хурчĕсемпе сиенленме пултарнă. Инфекци çăл куçĕсем пуллăн хÿрин пайĕнче пурăнаççĕ, çавăн пекех урăх органсене куçма пултараççĕ. Чи пысăк пулăсем анизакидсен хурчĕсемпе ытларах сиенленеççĕ. 12 сантиметртан пĕчĕкреххисем сайра хутра кăна инфекциленеççĕ.
Сиенлĕ тинĕс продукчĕсем çисен анизакидсен хурчĕсем этемĕн вар-хырăмне лекеççĕ. Çавна май аппендицит чухнехи пекех ыратнине туятăн. Чир чĕрĕ, кăштах тăварлă (е маринадланă) пулла çинĕ хыççăн 24 сехет иртсен палăрать.
Хальччен анизакидсем ернĕ тĕслĕхсене Голландире, Данире, Германире тупса палăртнă пулсан Раççейре чирлисене регистрацилемен-ха. Сăлтавĕ – пулă тытассипе тимлекен районсем тинĕс продукчĕсене туянакансенчен аякра вырнаçни тата пулла упрама 17–21 градус таран шăнтни. Сивĕре анизакидсен хурчĕсем аталанаймаççĕ. Анчах та чĕрĕ, кăшт тăварланă (е типĕтнĕ) пулă çиекенсемшĕн хăрушлăх тухса тăрать.
Суту-илÿ аталаннă май анизакидсен хурчĕсемлĕ тинĕс продукчĕсене кирек хăш региона кĕске вăхăтра çитерме пултараççĕ. Çавăнпа та пулăсене технологие пăхăнса шăнтмалла, тăварламалла. Килти условисенче тинĕс продукчĕсене тухăçлă тирпейлеме çук, анизакидсен хурчĕсем вилмеççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"