01 апреля 2011 г.
Килти выльăха - чи малтан сыснасене тапăнакан хăрушă чир кăнтăр тата Çурçĕр Кавказ округĕсенчен Чулхула облаçне çитнĕ. Февраль вĕçĕнче вируса тупса палăртнă хыççăн Чрезвычайлă лару-тăру комиссийĕ çак регионри Дзержинскра лару ирттернĕ. Мур çулне пÿлес тĕллевпе хуçалăхри сыснасене, çав шутра чĕррисене те, вируспа çыхăнура пулнă пур материала та тĕп тунă. Африка мурĕ пирĕн республикăна çитес хăрушлăх пысăк-и? Кăна Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ветеринари тĕрĕслевĕн пай пуçлăхĕпе Константин ВИКТОРОВПА сÿтсе яврăмăр.
- Константин Вячеславович, вирус кÿршĕ региона мĕнле лекни паллă-и?
- Инçе мар вырнаçнă çар чаçĕн столовăйĕнчен илсе килнĕ апат-çимĕç каяшĕсене çитернĕ сыснасене - уйрăм хуçалăха вăл, ахăртнех, çавăнтан лекнĕ.
- Ку чир пирки эпир мĕн пĕлместпĕр?
- Монтгомери чирĕ, африка сивчирĕ, тухăçафрика мурĕ - унăн урăхла ячĕсем. Ку вирус чĕр чунсене хĕрхенмесĕр тата пысăк йышпа вĕлерет. Кирек миçе çул пурăнакан сыснасемпе хир сыснисем те чирлеççĕ унпа. Вирус пĕчĕк температура виçине çăмăллăн тÿсет, чылай вăхăт - эрнерен пуçласа темиçе уйăх таран - вĕрипе сиенсĕрлетмен аш-какайра упранать: тăварлă, чĕрĕлле тĕтĕмленĕ хатĕрсенче, апат-çимĕç каяшĕнче.
- Сыснасем кăна чирлеççĕ-и унпа? Вăл мĕнле палăрать?
- Выльăхăн ÿт температури ÿсет, ăна вĕрилентерет, сывлама йывăр. Куç умĕнчех кăвакарать. Вăл, йытă пек, кайри урисем çине ларать. Чирлĕ сыснасем пурте тенĕ пекех вилеççĕ. Çынсемшĕн вăл хăрушă мар, анчах чĕр чунсем çак чире пуçаракан вируссене «пĕрле илсе çÿреме» пултараççĕ.
- Унпа кĕрешме майсем çителĕклĕ-и?
- Ку чир ветеринарсене 2007 çултанпа канăç памасть. Сыснасен Африка мурĕ çĕршывăн кăнтăр енĕнчен çурçĕрелле çулран-çул пĕр пек хăвăртлăхпа сарăлать - çулталăкра вăтамран 350 км. Экспертсем чир-чĕр Воронеж, Белгород, Липецк, Курск тата Мускав облаçĕсенче, Мордва, Тутар тата Чăваш республикисенче сарăлма пултарнине пĕлтереççĕ. Çак чир хăрушлăхĕ унăн кĕтменлĕхĕпе çыхăннă: вăл хăйĕн пирки кирек хăш самантра та, кирек ăçта та пĕлтерме пултарать. Унпа кĕрешме хальлĕхе вакцина шухăшласа кăларман-ха, вăл çывăх вăхăтра пуласси те иккĕленÿллĕ.
- Чире хуçалăха кĕртес мар тесен мĕн тумалла?
- Выльăха таса витере тытмалла, уçăлтарма тăхтамалла, пахалăхлă апат-çимĕç çитермелле, Ветеринар сăнасах тăтăр, прививкăсене вăхăтра туни пĕлтерĕшлĕ. Чир паллисене тÿрех специалиста пĕлтермелле, ăна сыввисенчен уйăрмалла. Специалистсем çитиччен выльăхсене урăх çĕре куçарма юрамасть - чир-чĕр аяккарах сарăлас хăрушлăх ÿсет. Вирус çÿрекен хуçалăх çыннисен, урăх территорире вырнаçнă колхоз-фермăна çÿреме, вĕсен ĕçченĕсемпе хутшăнма тăхтамалла. Çакăн пек сыснан аш-какайĕ сутăлах кăларма юрăхсăр.
Источник: "Тăван ен"