05 декабря 2009 г.
Африка чуми - сыснасен инфекци чирĕ. Выльăхсене сивчир ерет, ÿпке сиенленет. Всем япăх сывлаççĕ. Ÿттир кăвакарать. Мĕнпур шалти органа юн тулать. Африка чуми ерсен сыснасем вилеççĕ. Чи малтан инфекци чирне 1903 çулта Кăнтăр Африкăра тупса палăртнă, кайран – пĕтĕм Африкăра. 1965 çулччен чире ку çĕршывра кăна регистрациленĕ, кайран Африка чуми Португалире, Испанире тата ытти Хвеланаç Европăри çĕршывсенче, çавăн пекех Кубăра, Мальтăра, Гаитире сарăлнă. Инфекци чирĕпе килти сыснасем те, хир сыснисем те чирлеççĕ.
Чир-чĕр саракансем - сăвăссем-орнитодоруссем, тискер кайăк-кĕшĕк тата чĕрчунсем. Чирĕн ернĕ хыççăн паллă пуличчен пыракан тапхăрĕ -5-7 кун. Африка чумин инфекцине тупса палăртсан 20 километрта е тата инçерехре вырнаçнă фермăсенчи сыснасене те тĕп таваççĕ: мĕншĕн тесен ку чиртен сыватма пулмасть. Кăçал Калмăк Республикинче, Ленинград, Ростов облаçĕсенче хăрушă инфекцие тупса палăртнă, кирлĕ мерăсем йышăннă.
Сысна усракан ял хуçалăх предприятийĕсенче, килти хушма хуçалăхсенче пысăк тăкак курасран çак ĕçсене пурнăçламалла:
- урăх регионтан выльăхсене, выльăх апачĕсене илсе киличчен ветеринари службинче ĕçлекенсемпе канашламалла;
- ветслужбăна пăхăнса сыснасене вакцинаци витĕр кăлармалла;
- выльăхсене ирĕке кăлармалла мар, хупă витесенче тытмалла;
- юн ĕмекен хурт-кăпшанкăсем ересрен кашни вунă кунтан сыснасене тĕрĕслемелле, витесене дезинфекцилемелле, кăшлакан чĕр чунсемпе кĕрешмелле;
- апат-çимĕç юлашкийĕсене сыснасене çитерме, çÿп-çап вырăнĕсене кайса хума юрамасть.
Источник: "Çĕнтерÿ çуле"