Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 11-МĔШ ДИРЕКТОР, Е ИШЕК ПАСАРĔН ПУЛАСЛĂХĔ - ХĔРАРĂМĂН ÇИРĔП АЛЛИНЧЕ

18 июля 2009 г.

ТĂВАН килĕме каяс çулăм Ишек пасарĕ çумĕпе иртет те вăхăт пулсан суту-илÿ çак вырăнĕнче чарăнса тăма кăмăллаттăм. Шупашкар-Вăрнар çул хĕрринче вырнаçнăскере иртен-çÿрене кĕрсе тухма чăнах та меллĕ. Хула çынни кунта сĕт-турăх, аш-какай йÿнĕ хакпа туянма васкатчĕ. Анчах унччен чăваш хутлăхĕпех кĕрленĕ пасар хупăннă текен сас-хура сарăлчĕ. Çапах çынсем пĕр хăнăхнă вырăна çаплипех пухăнаççĕ тесе те калаçкалаççĕ.

Çĕр хут илтиччен, пĕр хут кайса курас шухăш çуралчĕ. Пушшех те, хаçатăн номерĕсенчен пĕринче унăн шăпипе тĕплĕнрех паллаштарма сăмах панăччĕ.

Тÿрех калам: пасар ĕçлет.

Корреспондент ĕçĕ пасар хуçипе паллашнинчен пуçланчĕ. В.Угасинпа темиçе кун маларах телефонпа çыхăнма май килчĕ. “Эпĕ текех директор мар ĕнтĕ. Ыранах унта урăх çынсем ĕçе тухĕç”, - илтетĕп лини тепĕр енче. “Мĕн сиксе тухрĕ тата? Темиçе çул çак лава туртса пытăр-çке”, - тĕпчетĕп хайхискертен. “Парăнтăм, - шÿтлерех калаçрĕ вăл. - Тĕрĕссипе калас тăк - ывăнтăм. Кредит памаççĕ, çĕре харпăрлăхлатма та май килмест... Шÿтлесе те, чăнласа та: парăнтăм пулĕ”. Малашнехи пуçарусенче ăнăçу сунса сыв пуллашрăм “ĕнерхи” хуçапа. “Çĕнĕ влаçпа” тĕл пулма вырсарни кун ир-ирех çитрĕм пасара. 1780 çултан пуçласа ял çынни шăпах çав кун тата шăмат кун /юлашки вăхăтра - вырсарни кун кăна/ Ишеке çул тытать. Чапĕ ун чухнехипе танлаштарсан, шел те, чакнă. Темиçе çул каялла кăна-ха иртсе çÿреме май çукчĕ кунта. Халĕ сутакан та йышлах мар, хăть хăш енчен пăхсан та витĕр курăнать вăл. Выльăх, япала туянас шухăшли те нумай тееймĕн. Пăсăлнă аш сутнăшăн пĕлтĕр 10 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă хыççăн пасарта лайăхах мар улшăнусем пулса иртнĕ. Канмалли кунсенче çăра çакăнса тăнине пула туянакансен йышĕ чакнине пытармаççĕ сутуçăсем. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ темиçе самант та пасар ĕçне япăх витĕм кÿрет. Электроэнергипе тивĕçтермен çак вырăна. Апла какая холодильниксенче тытма май килмест. Урамрине, эппин, тусан çинчине, туянасшăнах мар çынсем. Ветеринарипе санитари экспертизин лабораторийĕ пур, анчах вăл тулли хăватпа ĕçлени иккĕлентерет: кирлĕ оборудовани куç тĕлне пулмарĕ. Çуркунне-кĕркунне пылчăк çăрăлни кăмăла хуçать. “Тĕрĕслевçĕсем çитнĕ кун какай сутакансем ветсправкăсем те кăтартаймарĕç. Аш-пăш çинче клеймо та асăрхамарăмăр, - каласа парать Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн патшалăх ветеринари тĕрĕслевĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Викторов. - Кунсăр пуçне таса мар алла та пулин çуса тасатма шыв пăрăхĕсем хуман...” Ангарсем кирли, чăнах та, тахçанах çивĕч тăрать кунта. Ку - санитарипе эпидемиологи йĕрки кăна мар, хальхи самана ыйтни те. Выльăх-чĕрлĕх сутма çутă та, ангар та кирлех мар пек. Анчах сĕт-турăха, аш-пăша йĕркене пăхăнмасăр сутма Шупашкар районĕн тĕп ветинспекторĕ А.Егоров та ирĕк парасшăн мар.

Çавăнпа: “Чи малтанах, çак эрнерех, шыв тăракан вырăнсене, пасар хĕррине вĕтĕ чулпа витесшĕн, суту-илÿ лапамне çутă çитересшĕн, канализаци пирки те манман. Кусем - вăхăта сая ямасăр, паянах тумалли ĕçсем. Çитес вăхăтрах вара ангар тума пуçласшăн”, - малашнехи планĕсемпе паллаштарчĕ Ишек пасарĕн директорĕ И.Краснова предпринимательсемпе ирттернĕ пухура.

Аш-какай сутакансем валли, усламçăсен шухăшне шута илсе, 15 вырăнлă ангар туса лартма йышăнчĕç пухура. Сĕт-таврашне те çавăнтах сутĕç. Йывăр тиев турттаракан тата çăмăл машинăсем лартма ятарлă вырăн уйăрма палăртса хăварчĕç.

Чăннипе, çĕнĕ хуçана иккĕленÿпе кĕтсе илчĕç яланхи сутуçăсем. Вĕсем Ирина Васильевна 11-мĕш директор пулнине пытармарĕç. “Пулăшăпăр ангара лартма, анчах пасар ыран хупăнмасса кам шантарĕ?” - ыйту пулчĕ чи малтанах. Пасара чăнах та çĕнĕ хăватпа ĕçлеттерсе ярас тĕллевлине усламçă-хĕрарăм сăмахпа мар, тăрăшулăхĕпе çирĕплетме шантарчĕ. Хăй уйрăм çын пек мар, “Чуваш-Агро” ООО ячĕпе кредит илме кирлĕ документсем хатĕрленине пĕлтерчĕ. Вĕсене вăл çĕре тара илни çинчен çирĕплетекен свидетельствăна алла илсенех банка çитересшĕн. “Ĕçĕ нумай сирĕн те, пирĕн те. Апла ĕçлер çĕнĕ кăмăлпа, çĕнĕ вăй-хăватпа”, - терĕ Ирина Васильевна. Предпринимательсем йăл кулăпа саланни малашлăхра ыррине шаннине пĕлтерчĕ пулинех.

Мана вара çăмăл мар тиев хĕрарăм аллине куçни савăнтарчĕ. 11-мĕш - 13-мĕш мар, шикленни кăлăхах пуль. Этемлĕхĕн черчен пайĕ йывăрлăхсене парăнса алă сулма хăнăхман тепĕр тесен. Тулли мар яваплă обществăн ĕçне ăнăçтарма пултарнăскер кунта та пуçне усмасса, йĕрке тăвасса шанас килет анчах мар, шанатăп та.

 

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика