Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мур карти анкарти мар

07 июля 2009 г.

Чĕрĕ çут çанталăк кÿрекен ырлăх-тивлет кирек кама та туллин килентерет. Этем те, чĕр чун та çак тĕллевпе килет ытарайми çĕр çине. Вăхăт çитсен, тепĕр чухне вара ытла та кĕтмен-туман çĕртен, çын та, выльăх-чĕрлĕх те уйрăлаççĕ тĕнчен илĕртÿллĕ ытамĕнчен, çăва çинче хăйсен ĕмĕрхи канăçне тупаççĕ.

Хамăрăн çывăх çынсене пытарнă сăваплă вырăнсене таса та тирпейлĕ тытас енĕпе юлашки вăхăтра палăрмаллах ырă улшăну туни куç кĕрет. Чун-чĕре савăнать çакăншăн. Чирлесе вилнĕ выльăх çăвисем çинчен те аса илме тытăнтăмăр мар-и? Ара, вĕсем пирки эпир пĕр хушă манса кайнăччĕ, çакна тепĕр хут аса илтерме май тупса панишĕн пирĕн чи малтанах РФ “Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен” саккунне тав тумалла.

Пурне те лайăх пĕлсе-курса тăракан вулакан ас тума кирлĕ: иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсемччен, тĕрĕсрех, 1979 çулччен, чирлесе е ытти сăлтава пула урисене тăсса хунă янаварсене ялсен çывăхĕнчи ятарлă вырăнсенче пытарнă. Çав вăхăтран пуçласа вара вĕсене шăтăк чавса тăпрапа витессине пăрахăçланă, мĕншĕн тесен вилнĕ мĕн пур выльăха Çĕрпÿри шăмă çăнăхĕн заводне леçме тытăннă.

Хаш-ш! сывласа янă çакăн хыççăн ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе зооветеринари специалисчĕсем. Унта леçни вырăнлă та, шанчăклă та: шăтăк чавма çынна тара тытасси çук, ветеринари-санитари енчен илсен те чир-чĕр сарăлас хăрушлăх тухса тăмасть. Республикăра туса лартнă пĕртен-пĕр ятарлă заводăн вĕри кăмакисенчен конвейер тăрăх шуса тухакан шăмă çăнăхĕпе ытти çĕрте усă курасси талккишпех сарăлса пырать. Малтанах çакăн пирки “çиччĕ виçсе пĕрре касса” шухăшламалла пулнă та.

Выльăх çăвине пирĕн енче “мур карти” теççĕ. Çак сăмахсене илтсенех çÿç-пуç вирелле тăрать. Статкăтартусене ĕненес пулсан пирĕн республикăра кăна вĕсен йышĕ сакăр çĕр ытла. Урăхла каласан кашни пысăк хуçалăх çĕрĕ çинчех пур мур карти. Çав çăвасем тахçанах хупăннă ĕнтĕ, анчах вĕсем хăрушă чир-чĕр сарма пултаракан вырăн пулса тăма пăрахман-ха. Çĕпĕр чирĕпе чирлесе вилнĕ выльăхсене пытарнă çăвасем уйрăмах хăрушă. Вĕсен таврашĕнче халĕ те кĕтÿ ирĕклĕнех кĕтсе çÿренине куратăн та - пуçа çавăнтах шухăш канăçсăрлантарма тытăнать: “Мура, эпидемие анлăн сарма пулăшакан микробсемпе бактерисем хамăрăн ура айĕнчех пурăнаççĕ-çке. Суха тума тухнă механизатор, асăрхамасăр, кунти çĕре арлан тăпри курăничченех çавăрттарса хăварма та пултарать...” Турă пулăштăр, çакă чăна ан тухтăр.

Апла тăк сыхлăхпа тимлĕхе самантлăха та чакармалла мар. Ку йĕркесем хушу парса ларакан çыннăн кăнттам сăмахĕсем пек пулса тухрĕç пулсассăн та çак ыйту, чăнах та, чылайăшне сисчĕвлентерме тивĕç. Анчах чи малтан камăн сиксе ÿкмелле-ха? Унăн хуравне вара яваплă çынсенчен хăшĕ парĕ? Участокри ветлечебница врачĕ-и, хуçалăх е кооператив ертÿçи-и, е ял тăрăхĕн пуçлăхĕ-и? Йĕпреç районĕнчи Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе И.Я.Денисовпа çавăн пирки калаçса лартăмăр. “Инкекĕ сиксе тухсан айăплине çавăнтах тупĕç, - терĕ Иван Яковлевич. - Выльăх çăви ăçта вырнаçнă? Ял тăрăхĕн çĕрĕ çинче! Уншăн кам яваплă?”

И.Я.Денисов ыйтăвне хуравласа яваплăхĕ пĕтĕмпех вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çине тиенет пулĕ тенĕччĕ эпĕ. Вăл тем хушăра сĕтел сунтăхĕнчен “РФ Административлă право йĕркине пăснисем çинчен” Кодекс кĕнекине туртса кăларчĕ, кирлĕ вырăна шыраса тупрĕ, мана та унпа паллашма сĕнчĕ. “Пире çак Кодексăн улттăмĕш пайĕн 10-мĕш статйипе айăпласшăн, - сăмахне малалла тăсрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. - Лайăх ас тăватăп: темиçе çул каялла ĕçтешĕме, Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕн пуçлăхне, выльăх çăви тавра карта тыттарман тесе 500 тенкĕлĕх штраф панăччĕ. Ветеринарипе фитосанитари асăрхавĕн федераци службин республикăри управленийĕн айăплавне йышăнмасăр пуçлăх хирĕçле тавăç тăратнă. Мĕн тетĕр? Ăна сăлтавсăрах кÿрентернĕ иккен. Выльăх çăвисем муниципалитет харпăрлăхĕ шутланаççĕ-мĕн, çавăнпа та вĕсемшĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕн явап тытмалла мар!..”

Çакăнта пăнчă лартас тенĕччĕ, анчах Йĕпреç районĕн тĕп ветврачĕн В.А.Ивановăн сăмахĕсем шухăша малалла аталантарма хистерĕç мана. “Выльăх çăвисем пирки кунашкал уçăмсăр калаçни пулмалла мар, - терĕ Валентина Александровна. - Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хăйсен яваплăхне туймаллах. Пĕрремĕшĕнчен, РФ 131-мĕш саккунĕнче /сăмах - “Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен”/ кун пек объектсемшĕн /выльăх çăвисем те çав шутах кĕреççĕ/ кам яваплине тÿрремĕнех палăртнă, вăл - вырăнти орган администрацийĕ. Иккĕмĕшĕнчен, çÿлерех асăннă Кодексăн 10-мĕш статйине хальлĕхе никам та пăрахăçламан, çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсене мур картисене тивĕçлĕ шайра тытманшăн ÿлĕмрен те штраф пама пултарĕç”.

Раççей Федерацийĕн 131-мĕш саккунĕ те кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ ĕнтĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсене калама çук пысăк полномочисемпе тивĕçтерекен çак документ вĕсене пур ыйтăва та хурав илме пулăшаймастех. Сăмахран, вырăнти влаç хуçи çăва йĕри-тавра карта тытса çавăрма та укçа-тенкĕ тупаймасть-çке. Унăн вара çавăн пек “объектсене” шутласа кăларма тăрсан икĕ аллинчи пÿрнисем те çитмеççĕ.

Чăн ĕнтĕ: мур карти анкарти мар. Выльăх çăвисемшĕн камăн та пулсан хăйĕн яваплăхне туймаллах. Ку ыйту патне депутатсен тĕрлĕ шайри пухăвĕсен ларăвĕсенче те, РФ Патшалăх Думинче те тепĕр хут таврăнасса шанас килет.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика