31 марта 2009 г.
“Бахча” пĕрлешÿре выльăх-чĕрлĕх бруцеллезпа чирленĕ тĕслĕх палăрнă. Райхаçат урлă ăнлантарса парăр-ха!
М. Петров, Е. Киселева
(РайбольницĂна килнĔ Çыруран).
Асăннă чир ерекеннисен шутне кĕрет. Ăна сараканнисем — бруцелла патаккисем (палочки). Бруцеллăсем чирлĕ выльăх-чĕрлĕх каяшĕсенче, сĕтре сарăлаççĕ. Чир-чĕр çынна суранланнă ÿт-тир, вĕретмен сĕт, пахча çимĕç урлă ерет. Вăл ытларах выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсене лекме пултарать.
Бруцеллез палочки (патакки) çынна çаклансан унăн паллисем 2—3 эрнерен палăраççĕ. Тепĕр чухне — 6—7 уйăхран кăна.
Чирĕн паллисем тĕрлĕрен. Невробруцеллез пуçланать. Куç, хăлха, мăй, кăкăр, пилĕкпе çурăм шăммин нервисем пăсăлаççĕ, ыратма пуçлаççĕ. Пуç мими шыçать, менингит тапранать.
Пуç хытă ыратма пуçланă çын тарăхать, хăйне начартарах туять, ыйхă вĕçет. Ал-ура сыпписем шыçаççĕ, пĕвер, сула, лимфа тĕввисем ÿсеççĕ, температура 39—40 градуса çити хăпарать. Хĕрарăмсемпе арçынсен те ар органĕсем шыçаççĕ, юн шĕвелет.
Невробруцеллез — нумая тăсăлакан чир. Темиçе уйăхран тытăнса темиçе çула çитичченех тăсăлать. Чир вĕлерме те пултарать. Унăн паллисене юнăн лаборатори тĕрĕслевĕпе тупса палăртаççĕ.
Бруцеллезран вакцинăпа, сывороткăпа, тĕрлĕрен антибиотиксемпе укол туса, рентген пайăркисемпе çутатса, ăша чире хирĕç кĕрешмелли эмелсем ĕçтерсе сыватаççĕ.
Бруцеллезран сыхланас тесен ку чиртен выльăхсене çулленех тĕрĕслемелле, витесене таса тытмалла, дезинфекци тумалла. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕç хыççăн алăсене супăньпе çумалла, сĕте вĕретсе ĕçмелле, тасалăхшăн тăрăшмалла. Тата харпăр хăй сывлăхне кашни çулах больницăра тĕрĕслеттермелле, выльăх тухтăрĕн бруцеллез чирĕ çинчен ферма ĕçченĕсемпе, выльăх усракансемпе калаçу ирттермелле.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)