Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сасси илемле те...

13 апреля 2009 г.

Ăшăтать, сивĕтет, ирĕлтерет, каллех юр çуса лартать... Çанталăк пĕрмаях улшăнса тăнă тапхăрта сыпă, чĕре чирĕпе аптăракансене уйрăмах йывăр. Çынсен чир-чĕрĕ çивĕчленнĕ вăхăтра этемлĕхшĕн хăрушă тепĕр чир пирĕн пата ăшăпа, кайăк-кĕшĕкпе килме пултарассине аса илмесĕр тăраймăпăр. Паян унран мĕнле сыхланмалли тата ăна мĕнле уйăрмалли çинчен калаçăпăр.

Çулталăк пуçланнăранпа Китайра кăна 5 çын кайăк грипĕпе чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Çĕршыв влаçĕсем чир сарăлни хăрушлăх кăларса тăратнине пытармаççĕ.

Египетра та ку тĕлĕшпе лару-тăру кăткăсланса пырать. Унта кайăк грипĕпе чирленĕ 59 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Раççей территорине çак инфекци ют çĕршывсенчен лекме пултарассине пытармасть Роспотребнадзор пуçлăхĕ Г.Онищенко. Вăл каланă тăрăх, çынсем çак амакпа чирленĕ тĕслĕхсем пулмасан та вирус кайăк-кĕшĕк хушшинче сарăлнă. Тĕпрен илсен 15 çĕршывра, уйрăмах Ази çĕршывĕсенче, çынсем кайăк грипĕпе чирленине шута илнĕ. 2003 çултан пуçласа 2009 çулхи пуш уйăхĕччен пĕтĕмпе 411 çынна ернĕ çак вирус. Вĕсенчен 255-шĕ чире çĕнтереймен...

Кайăк грипĕ - хăвăрт сарăлакан вирус инфекцийĕ. Чир вĕçен кайăксен мĕн пур тĕсне аптăратма пултарать. Хальлĕхе Чăваш Республикинче кайăк грипне тупса палăртман, анчах вĕçен кайăксем кăнтăртан таврăннă май çак чире ертекен вирус пирĕн тăрăха та килсе сарăлас хăрушлăх пур.

Килти кайăк-кĕшĕк вирус ернĕ тискер вĕçен кайăкпа хутшăннинчен пуçланать чир. Ку анчах та мар, инфекциллĕ апат çисен те чирлеме пуçлать кайăк-кĕшĕк. Çын тумтирĕнчен те, хуçалăхри ĕç хатĕрĕсенчен те куçма пултарать вирус.

Çынсене кайăк-кĕшĕк пăхнă, апат çитернĕ май санитари йĕркине пăхăнмасан, чирлĕ кайăкăн ашне вакланă чухне /сурансем пулсан/ чир ерет. Çителĕклĕ пĕçермен какай, çăмарта çини те чире ярать.

Çак вирус 70 градус вĕрире вилет. Çавăнпа та кайăк-кĕшĕк какайне вăрах пĕçермелле. Çăмартине - 10 минутран кая мар.

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ветеринари надзор пайĕн ертÿçин çумĕ В.Семенов ял çыннисене çакăн пек мерăсем йышăнма сĕнет: чи малтанах килти хур-кăвакала, чăх-чĕпе, кăрккасене ирĕкрисемпе хутшăнма памалла мар. Вĕсене хупă витесенче упрама тăрăшмалла. Уçăлса çÿреме те кăлармалла мар. Выльăх-чĕрлĕхрен аякра, сыснасенчен уйрăм тытмалла, мĕншĕн тесен кайăк грипĕ ытти выльăха та уйăрса тăмасть. Çакна 2004 çулта Вьетнамра кайăк грипĕн вирусне сыснара тупнă тĕслĕх те çирĕплетет. Вăл е ку çимĕçе туяннă чухне уйрăмах тимлĕх кирлĕ. Санитари докуменчĕсемсĕр выльăх апачĕ тата апат хутăшĕ ан туянăр.

Хуçалăхра кайăк виллисене, чирленин паллисене асăрхасанах ветеринари специалисчĕсене евитлемелле.

Чирлĕ кайăк-кĕшĕк хăйĕн валли вырăн тупаймасăр енчен енне кускалать. Вĕсем ĕçме те, çиме те килĕшмеççĕ, пуçĕсене хыçалалла пăрса е пуçĕсене силле-силле çавăраççĕ, куçĕсенчен, сăмсисенчен сĕлеке юхма пуçлать, куç тĕтреленме е суккăрланма пултарать, диарея, куç çывăхĕнчи тата хырăм çинчи ÿчĕ, киккирикĕ кăвакарма пуçлать, янах айĕ шыçать. Чăхсем çăмарта тума пăрахаççĕ.

Çын çак чире çаклатсан кĕлетке температури хăпарать. Чĕтренме пуçлать, тĕртĕмсем хытса лараççĕ, пуç тата пыр ыратать, хăстарать тата ытти те. Сывлăх хавшать. Темиçе кунран йĕпе ÿслĕк пуçланать. Вăл юнлă пулма пултарать.

Сунарçăсен уйрăмах асăрханулăх çинчен манмалла мар:

*  кайăк-кĕшĕке тирпейленĕ хыççăн тин киле илсе килмелле

* унăн тĕкне татиччен ăна темиçе минутлăха вĕри шыва ямалла е уçă вут-çулăмпа ĕнтмелле

* каяшне çĕр айне чавса чикмелле

* алла, тумтире, пушмака çумалла.

 

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика