31 января 2009 г.
Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче ал вăйĕпе пурнăçламалли ĕçрен писсе пынине сисетĕр-и? Автомат-техника пирĕншĕн ĕçленине савăнса йышăнатпăр. Уçă сывлăшра кайăксен юррипе киленсе çум та çумлас килмест текех пирĕн. Пилĕк авиччен гербицит сапнă та, ĕçĕ пĕтнĕ. Анчах çак тата ытти им-çама тĕрĕс упрасан, усă курсан кăна сиенсĕр пулнине пурте пĕлетпĕр-ши?
Сывлăх е çумсăр йăран
ЯЛ çынни кăмăлланă гербицитсене тата сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăна тĕп тăвакан инсектицидсене, патогенлă кăмпасене пĕтерекен фунгицидсене, сăтăр тăвакан ăшă юнлă чĕр чунсемпе кĕрешекен зооцидсене пестицидсем теççĕ. Вĕсемпе ытларах ял хуçалăхĕнче тата йывăç тĕшшине тĕрлĕ хурт-кăпшанкă тапăнасран усă кураççĕ. Хими çак япалисемпе тăтăш ĕçлекенсен сывлăхне им-çам сиенлĕ витĕм кÿрет. Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсен Паркинсон чирĕпе аптăрас хăрушлăх 2,4 хут пысăкрах. Уйрăмах арçынсен. Хĕрарăмсене вара пестицидсенчен эстроген гормон хÿтĕлет.
Наука çыннисем улма-çырлапа, пахча çимĕçпе тăранса пурăнакан кайăксемшĕн пестицидсем уйрăмах сиенлĕ пулнине тĕпчесе пĕлнĕ. ДДТ текен им-çампа усă курнăран Америкăра сапсан кăйкăр пачах юлман.
Химикатсен сиенĕ инçете сарăлать иккен. 1960 çулсенче çÿлерех асăннă пестицидсене Антарктикăри пингвинсен пĕверĕнче тупнă. ДДТпа вара çак вырăнтан инçетре кăна усă курнă.
“Хуçасăр” михĕсем
Ачасене тĕрлĕ им-çам выртакан ампара кĕме чарнине халĕ ăнланатăп. Шкул çывăхĕнчи пĕр кĕлет колхоз арканнă тапхăрта хуçасăр тăрса юлчĕ-ши: алăкĕ яланах уçăччĕ. Пире вара: “Унта кĕме юрамасть”, - тесе хытарсах калатчĕç. Сăлтавне эпир ăнланман. “Кĕлете кĕрсен чирлесе кайма пултаратăр. Михĕсенче - наркăмăш”, - текелесе хăрататчĕç. Пуçлăхсем улшăннине пула унти им-çам хуçасăр тăрса юлнă. Ăна, паллах, кирлĕ пек упраман ĕнтĕ. Çавăнпа та “наркăмăшлă” пулнă çав михĕсем. Юрать-ха, хуçи тупăнчĕ. Халь ун тавра карта тытрĕç. Сиен кÿме пултарнă им-çам çаплах выртнине çирĕплетсе калама пултараймастăп. Ăна утилизацилеме ăсатнине шанас килет. Ампар çывăхĕнче кашни кун çын çÿрет-çке. Автомобиль çулĕ те иртет.
Чăннипе кунашкал “хуçасăр” кĕлет республикăра чылай. Россельхознадзор управленийĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх - 16. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн тăрăхра пестицидсем упрамалли 210 ампар шутланса тăрать. Вĕсенчен пĕр пайĕн ишĕлсе анас хăрушлăх пысăк. Тăррисем шыв яраççĕ, алăкĕсем те, пушар сÿнтермелли хатĕрсем те çук. Нумайăшĕнче çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ им-çам упранать. Республикăра наркăмăшлă пестицидсем тыр-пулпа юнашар выртнă тĕслĕхсем те палăрчĕç. Хуçа улшăннине пула хут çинче çырăнмасăр юлнă им-çам урамра тăрса юлни те пулнă. Тĕслĕхрен, 2005 çулта Шупашкар районĕнчи “ЛИТ” ООО заводăн территорийĕнче документсенче кăтартман 35 тонна пестицид металл пичкесенче выртнине асăрханă. Вĕсен хуçисем халĕ те паллă мар. Чи хăрушши: лаборатори тĕпчевĕсем вĕсем ртутьлĕ пулнине çирĕплетнĕ. Вăл вара сывлăхшăн уйрăмах хăрушă. Яваплăха хăй çине илсе усă курма юрăхсăр тата юраман им-çама вăхăтра утилизацилеме ăсатманни хăш-пĕр чухне инкекпе вĕçленет. Комсомольски районĕнчи “хуçасăр” пĕр складра пушар тухнă. Çав пушарăн тĕтĕмĕ таврана мĕн тери сиен сарчĕ ĕнтĕ. Унпа таврари çынсем сывланă вĕт.
Паянхи кун тĕлне республикăра утилизацилемелли 176,6 тонна им-çам юлнă. Вĕсенчен - çын сывлăхĕшĕн, çут çанталăкшăн сиенлине кура - хăвăртрах хăтăлас килет те: май çукрах. Усă курма юрăхсăр химикатсене ятарлă вырăнта технологие пăхăнса утилизацилемелле. Республикăра вара кунашкал вырăн çук. Сиенлĕ пестицидсене утилизацилеме Ленинград облаçĕнчи Хĕрлĕ Бора ăсатма тивет. Унта çак ĕçе 2007 çултанпа “Экологи” НП пурнăçлать. Чăваш Енрен пĕрремĕш тапхăртах сиенлĕ 31 тонна им-çам илсе тухнă: Муркаш районĕнчен - 3080, Етĕрне районĕнчен - 4551, Комсомольски районĕнчен - 16335, Куславкка районĕнчен 7890 килограмм. Çапах çак енпе тивĕçлĕ органсем кăна ĕçлени çителĕксĕр. Пирĕн, ахаль çынсен те, организаци-хуçалăх ертÿçисен те, яваплăха туймалла. Юхăннă ампарсенче урлă-пирлĕ, çĕтĕк михĕсенче выртакан им-çама асăрхасан тÿрех кирлĕ çĕре пĕлтермелле. Пĕрле ĕçлесен кăна наркăмăшлă пестицидсене утилизацилессипе çыхăннă çивĕч ыйтăва кĕске вăхăтра татса пама пултарăпăр. Хамăр сывлăхшăн хамăр тăрăшмасан, шухăшламасан: тата кам?
Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"