Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-кăпшанкă вăрмансене шар кăтартать

05 августа 2011 г.

Хурт-кăпшанкă вăрмансене шар кăтартать

Çул хĕрринчи йывăçсем тĕл-тĕл çаралса пынине курнах ĕнтĕ. Хăш-пĕр çĕрте çакнашкал ÿкерчĕк лаптăкĕ-лаптăкĕпе. Мĕнле хурт-кăпшанкă çав териех иртĕхет-ха?

Раççей Ял хуçалăх надзорĕн рес­пу­бликăри управленийĕн ĕçченĕсем каласа панă тăрăх, пĕр тĕрлĕ нăрăран кăна мар шар кураççĕ вăрмансем. Çитменнине, пĕлтĕрхи шăрăх «сă­тăр­çăсене» ĕрчеме майсем çителĕклине  палăртаççĕ специалистсем.

Тĕрĕссипе, йывăç-тĕмме сиен кÿрекенсене республикăра унччен те асăрханă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех, сăмахран, чăрăш лубоечĕ чăваш вăрманĕсенче пурри пирки çырнисем пур. Анчах ун чухне çав вырăнсене кĕнекере палăртман.

1994 çулта вара сиенленнĕ пысăк лаптăксемех куçа тăрăннă. Пăрачкав районĕнче чи малтан капкăна çакланнă çак нăрăсем.

Лубоед пуринчен ытла чăрăша, хыра, пихтăна кăмăллать. Чи хăрушши – сывă йывăçсенех тапăнма вăй-хал çитерет. Ытларах чухне 15-45 çулсенчи хырсене сиенлеççĕ. Пĕчĕк пулин те, 5000 метр инçĕшне вĕçме пултарать иккен.

Ун чухне вăрманçăсем сиенленнĕ йывăçсене ятарлă шĕвек сĕрсе тасатнине пула вĕсен йышне сарăлма паман.

Тепĕр тĕрли те вăйлă тăшмансен йышĕнче. Чăрăшсене кăшлакан пысăк усач (большой еловый усач) текеннисен йышне кĕрекеннисем 3-5 çухрăм таран вĕçме пултараççĕ. Вĕсем чирлĕ пĕренепе пĕрле пĕр тĕлтен тепĕр çĕре куçарсан та çав вырăна хăнăхса йăва çавăраççĕ. Хура усач чăвашри лăсăллă тата хутăш вăрмансенче час-часх тĕл пулакан тĕс шутланать. Йăлăм вăрманĕсенче пурăнса 9 районти йывăçсене сиенлетет. Пĕрене-хăма кÿрсе килнĕ ялсенче те тĕл пулать. Патшалăх хÿтте илнĕ «Чăваш вăрманĕ» çут çанталăк паркĕнче те, «Присурский» заповедникре те хуçаланнă çак мур.
Управленин ÿсен-тăран карантинĕ, тыр-пулăн пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшĕпе тимлекен пай пуçлăхĕ Сергей Лабинов каласа панă тăрăх, нумаях пулмасть Çĕмĕрле лестничествинче каллех çак кăпшанкă хуртне тупнă. Темиçе çул каялла çак тĕлтен инçех мар пĕр вырăнта усачсен тĕлĕшпе фитосанитари карантин зони йĕркине çирĕплетнĕ пулнă. Çавăнтан вĕсем ку тĕле куçнă-тăр. Пĕлтĕрхи шăрăхра курăксем çуни вĕсене пулăшнă çеç. Çулăм йывăç хуппине хавшатнă. Вĕсемшĕн ĕрчеме чăрмав çук.
Сăмах май, асăннă пай ĕçченĕсем çулсерен вăрмансенче капкăнсем лартаççĕ. Ку е вăл нăрра çапла майпа кăна тытма пулать. Тытма çăмăл мар, тĕп тума – пушшех те. Юлашки вăхăтра хими япалисемпе кĕрешессине пăрахăçласа пыраççĕ, мĕншĕн тесен усăллă кăпшанкă-кайăк та пĕтет. Халĕ сиенленнĕ йывăçа касма тăрăшаççĕ. Çав вырăна усă кÿрекен чĕр-чунсене тата нăрăсене илĕртес тĕллевпе тĕрлĕ мера йышăнаççĕ.
Кунсăр пуçне 22 гектар çинче хыр та, пан улми те, вăрăм ĕмĕрлĕ чăрăшсем те ÿсеççĕ. Вĕсене çăлса хăварас тĕллевпе управлени специалисчĕсем феромон капканĕсем лартса тухнă. Чи малтан мĕнле кăпшанкă сăтăр тунине палăртмалла-çке. Сергей Лабинов шухăшĕпе, унта Америка шурă лĕпĕшĕ те, тухăç плодожорки те, персик плодожорки те иленме пултарнă. Тĕсне пĕлсен унпа мĕнле кĕрешмелли те паллă пулĕ.
Тĕрĕссипе, Хула паркне 1950 çулта хута янă. Ун чухне лартнă хурăнсем ватăлнă ĕнтĕ. Эппин, хавшанă, вĕри хĕвелпе кĕрешме вăй çитереймен пулĕ çав. Тĕпчев пур ыйтăва та уçăмлатĕ. Хурăнсем çĕнĕрен вăй илесси иккĕленÿллĕ, пĕр хăрма пуçланине чарма май çук. Касса вутта ямашкăн кăна юрăхлă вĕсем. Касмасан вара типнĕскерсем хăйсен тĕллĕн хуçăлса ÿкме пултараççĕ. Паркра вара яланах çын çÿрет.

Сăмах май, усач е лубоед тапăннă йывăç та усă курма юрăхсăр. Карта тытсан кăна. Мунча хăпартса лартма та тăхтамалла. Пĕр пĕлĕшĕм каласа пани аса килчĕ. Пĕлмен çĕртен тиесе килнĕ йывăçран купаласа лартнă мунча куç умĕнчех  тĕпренме пуçланă-мĕн. Темĕнле хурт-кăпшанкă тапăннине кĕçех пĕлеççĕ. Ÿкерчĕксем тăрăх усач  шар кăтартнине тавçăраççĕ.

Çын йăнăшĕнчен вĕренме сĕннĕ ваттисем. Кунашкалли пуласран темиçе сĕнĕве кăна асра тытмалла. Чи малтанах карантин фитосанитари зонинчен пĕрене-хăма илсе тухас умĕн карантин е фитосанитари сертификачĕ ыйтмалла. Тĕрĕссипе, çакнашкал вырăнсенчен вăрман продукцине сиенсĕрлетмесĕр ( хими е термика мелĕпе) илсе тухма ирĕк те çук.

 

СĂМАХ МАЙ

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра усачсем хуçаланнă пысăк 2 лаптăка тупса палăртнă.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика