Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ешерет çум курăк…

23 июля 2011 г.

Ешерет çум курăк…

Темиçе çул сухаламан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси - хуçалăхсен умĕнче тăракан тĕллевсенчен пĕри. Тĕрĕссипе, аван аталанакан агропромышленноç предприятийĕсен ахаль вырттарма мар, акма-лартма та лаптăк çитмест. Ытларах чухне панкрута тухнă хуçалăхсен çĕрĕсем çинче çум курăк алхасать, пулăхлă тăпрана пысăк сиен кÿрет. Вăл нÿрĕке туртса илет, ял хуçалăх культурисене шар кăтартакан чирсене тата хурт-кăпшанка сарăлма май парать. Типсе хăрнисене пула пушар тухма та пултарать.

Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн специалисчĕсем ытти ведомство сотрудникĕсемпе пĕрле çĕрпе тухăçлă усă курман тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе юлашки çулсенче курăмлă ĕçлеççĕ теме пулать.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх 2010 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне усă курмасăр юлнă çĕр 55541 гектар пулнă. Пĕлтĕр 19250 гектар çинче агротехника ĕçĕсем туса ирттернĕ, çав шутран 11627 гектарне акса хăварнă. Çав çулах асăннă управленин çĕр тĕрĕслевĕн специалисчĕсем тата 7213 гектар çĕр хресчен тимлĕхĕсĕр тăрса юлнине пĕлнĕ. Сăмахран, Улатăр районĕнче - 3145, Етĕрне районĕнче - 1461, Вăрнар районĕнче - 850, Красноармейски районĕнче - 651, Шупашкар районĕнче - 545 гектар. Специалистсем кăçал ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсен шутĕнчи пулăхлă 188 гектара йывăç-курăк ярса илнине тупса палăртнă. Çавна май должноçри 5 çын тата 1 гражданин тĕлĕшпе административлă правăна пăсни пирки ĕç пуçарнă. Кунсăр пуçне пĕлтĕрхи предписанисене пурнăçламаншăн юридици вăйĕнчи 2 тытăмпа 2 гражданин тĕлĕшпе протокол çырнă.

Управленин çĕр тĕрĕслевĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Воронова пĕлтернĕ тăрăх кăçал та ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче йывăç-тĕм ÿссе ларнă вырăнсене тĕпчеççĕ. Кунашкал тĕслĕх Пăрачкав, Канаш, Шăмăршă, Красноармейски районĕсенче чылай. Лаптăкпа вăрах усă курманнипе вăл акма-лартма юрăхсăра тухнă тĕслĕхсем те пур. Сăмахран, Йĕпреç районĕнче 125 гектар çĕр пулăхлăхĕ чакнине пула вăл халĕ кĕтÿ çÿретме çеç юрăхлă.

Пĕтĕмпе кăçал 41859 гектара пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă. Чăннипе вара 5976 гектар çинче агротехника ĕçĕсем ирттернĕ, 1914 гектар акнă. 36 пине яхăн гектарпа усă курма хал çитереймен.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика