Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр хăйне юратакана вăй-хăват парать

22 июля 2011 г.

Çĕр хăйне юратакана вăй-хăват парать

Çĕрпе тухăçлă усă курасси – паянхи кун çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ахаль выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес тĕлĕшпе республикăра юлашки çулсенче тĕллевлĕн  ĕçлеççĕ. Çапах та пур лаптăка та «хута янă» теме май çукрах. Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕн çĕр контролĕн пайĕн специалисчĕсем  Шупашкар районĕнче  акăнмасăр юлнă 130,6 гектар çĕр тупса палăртнă. Тĕслĕхрен, акционерсен «Средняя Волга» уçă пĕрлĕхĕн 12 лаптăкĕ (38,1967 га) çум курăк айне пулнă. Сăмах май, кунта çĕр законĕсене уяманни куç кĕрет: тăпрана лайăхлатас тĕлĕшпе тимлемеççĕ, çил, шыв эрозийĕнчен сыхланас тĕлĕшпе нимĕнле ĕç те йĕркелемен. Çитменнине тата автостоянка тунă чухне пулăхлă 1,0 гектар  çĕр çинчех стройматериалсем тăкса тултарнă.

«Пучах» хуçалăхра та кунашкал лаптăк куç тĕлне пулнă. Унта – 2,8 гектар акăнмасăр юлнă.
Уйрăм çынсен çĕрĕсем патне те хуçа алли çитеймест иккен. Пĕрин 49 лаптăк таранах пусă çаврăнăшне кĕреймен, тепри 18 лаптăка сухаласа акман.

Ку кăна та мар. Асăннă Управлени ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, Шу­паш­кар районĕнче пулăхлă тăпра çинчех çÿп-çап куписем «ÿссе ларнă» тĕслĕх чылай. Ку енпе лидерсен шутне Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсене те кĕртеççĕ. Хула çыннисем çывăхри тăрăхсенче канма, шашлăк пĕçерме  кăмăллаççĕ – хуларан инçе мар тата вырăнĕсем хитре. Акма-ларма юрăхлă çĕрсемех шар кураççĕ. Акă, Çырмапуç ял тăрăх территорийĕнче 0,04 гектара кирлĕ мар япала айне тунă.
Çÿп-çапа ятарласа уйăрнă вырăна кай­са тăкассине тивĕçлĕ шайра йĕр­ке­ле­се çитереймен тăрăхсем татах та пур. Пурне те пĕр ка­лăп­па виçмĕпĕр, çапах тир­пей­лĕх­шĕн тăрăшсах кайманнисен пичĕ çак йĕркесене вуласан хĕрелетех. Юлашки вăхăтра тир­­пейсĕрлĕхшĕн вырăнти хăй ты­тăм­лăх администрацийĕсен пуç­лă­хĕсене явап тыттарма пуçланă май лару-тăру палăрмаллах улшăнас ша­нăç çуралать.

Пулăхлă çĕре сая янă тĕслĕхсем пирки калаçнă май Ишлейри завод тавра çĕкленнĕ калаçăва аса илмесĕр иртеймĕн. Асăннă Управлени специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх унта 1 гектар лаптăкăн паха çийĕпе тĕллевсĕр усă курнă. Çĕре, ун айĕнчи хăйăрпа пĕрле, кирпĕч тунă çĕре янă тесе шухăшлаççĕ. Анчах вырăнта çакна хирĕçлеççĕ. Çĕр çинчен калакан законсемпе килĕшÿллĕн рекультиваци проектне пурнăçа кĕртмелле. Анчах та унта ку ĕçпе аппаланни сисĕнмест те иккен. Ун пек-и, кун пек-и – административлă тĕпчев лару-тăрăва уçăмлатĕ. Кăткăс ыйтăва судчен татса парсан аванччĕ  те çав.

«Шупашкар керамики» тĕлĕшпе те уçăмлăх çук. Специалистсем çи­рĕплетнĕ тăрăх, акционерсен хупă çак обществи тăм кăларас шухăшпа ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çине пырса тухнă. Тивĕçлĕ органсенчен ирĕк панине çирĕплетекен документсем илмесĕрех ĕçе пуçăннă. Малтан вара пулăхлă сие технологие пăсса хырса илнĕ. Пĕр тĕлтен тепĕр вырăна куçарнă чухне те çĕр тĕпреннĕ.

Çÿлерех асăннă тĕслĕхсем – юлашки вăхăтра тĕпченисем кăна-ха. Шел, кунашкалли урăх пулмасса никам та шантараймĕ. Тивĕçлĕ органсем килсе йĕркелĕх пирки аса илтерессе кĕтес марччĕ. Çĕре сума сума вĕренесчĕ, ĕлĕкхи çынсем çĕр хăйне юратакана вăй-хăват парать тесе каланине асра тытасчĕ.

 

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика