Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-аннемĕртен хакли çук

07 мая 2011 г.

Çĕр-аннемĕртен хакли  çук

Çынсен кăмăлсăрланмалли сăлтав темшĕн яланах тупăнать. Хăшне-пĕрне кăçалхи хĕл вăрăма тăсăлни, юр нумай çуни те  килăшмерă авă. Çакă чăрмав кÿни пирки калаçнине тăтăшах илтме тÿр килчĕ.  Хресчен чунă кăна савăнчĕ пулĕ: ара, çĕр-аннемĕр пĕлтĕрхи  шăрăх çулла хыççăн ирĕклĕн сывласа тытăнчă. Юр ирĕлсе тÿрех çĕре сăрхăннине кура шанăç та çуралать-çке - нÿрĕ тăпра пысăк тухăçпа савăнтармаллах. Вăхăтпа тата çут çанталăк пуянлăхĕпе   усă курма пĕлмелле çеç.

Анчах  шурă пĕркенчĕк ирĕлчĕ те ... Куç тĕлне мĕн кăна пулмасть? 

Вăрмар районĕнчи Чулкас ял хутлăхĕ хытă каяшсене ятарлă вырăна  тăкмалли çинчен калакан документа пуш уйăхăн 1-мĕшĕнчех алă пуснă пулин те çав тăрăхра тыр-пул акса лартса çитĕнтерме юрăхлă çĕр çинче тем те пĕр йăваланнă. Ку тĕслĕхпе администраци тĕлĕшĕнчен йĕркене пăсни пирки ĕç пуçарма тивнĕ.

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем ятарлă тĕрĕслевпе Пăрачкав районне  çула тухнă. Çĕмĕрле районĕнче Хутар тăрăхĕнче куç умне киревсĕр ÿкерчĕк тухса тăнă: 0,02 гектар лаптăка кирлĕ мар япаласен купине çавăрнă. Унтанпа - администраци тĕлĕшĕнчен йĕркене пăсни çинчен протокол хатĕрленĕ.

Хула çывăхĕнчи районсенче те ку енĕпе лару-тăру йĕркеллĕ тееймĕн. Акă Шупашкар районĕнчи Атайкасси хутлăхĕнче 0,17 гектар çĕре çÿлерех асăннă меслетпе шар кăтартни çиеле тухнă.

Тĕрĕссипе: асăннă управлени ĕçченĕсем Чăваш Республикинчи пĕтĕм ял тăрăхне çитсе курма палăртнă. Ку  пуçарăва прокуратура ĕçченĕсене те явăçтарнă. Çак кунсенче вĕсем Шăмăршă районĕнчи 7 ял тăрăхĕнче пулнă. Сиввĕнрех калаçма сăлтав тÿрех тупăннă.  Кашни ял çывăхĕнче тенĕ пекех çĕре çÿп-çаппа вараланă вырăнсем хĕлле юр айĕнче пытаннă иккен. Халĕ вара кăмăла хуçаççĕ. Патирек çывăхăнчи вăрман хĕрринче те пушă кĕленче е урăх япала пухăнса кайнă. Карапай-Шăмăршă хутлăхĕнче çÿп-çапа шыв юхнă тĕлех пăрахнă. Шăмăршă ял тăрăхĕнчи 1,0 гектар йышăнакан купа та нумай ыйту çуратнă.

Источник: “Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика