Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми чирĕнчен сыхланма

16 апреля 2011 г.

Çĕр улми чирĕнчен сыхланма

Пĕлтĕр шăрăх çуллана пула тухăç илеймерĕмĕр. Кăçал çĕр улми вăрлăхне туянма тивесс куç кĕрет. Япăх пахалăхлă е пачах та тĕрĕслемен вăрлăх республикăна кÿрсе килме пултарасси пирки калаçнине пĕрмаях илтетпĕр. Кăмала хуçас мар тесен мĕнле сыхланмалла-ши?

«Чăнах та, пахча çимĕç культурисен вăрлăхĕпе пĕрле лаптăка сиен кÿрекен хурт-кăпшанкă лекме пултарать, - пĕлтереççĕ Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем.  – Лартмалли çĕр улмипе вĕтĕ-вĕтĕ хурт ерсе килес хăрушлăх пур. Нематода ÿсен-тăран тымарĕн сĕткенне ĕмсе пурăнать. Чиртен вăхăтра хăтăлаймасан «иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ 70 процент таранах чакать. Ÿсентăран япăх аталанать, çеçки сарăхать, çимĕçĕ вĕтĕ пулать.»

Çавăнпа та асăннă управленире тăрăшакансем вăл е ку вăрлăх туяннă чухне çак самантсене шута илме сĕнеççĕ: хутаç çинче организацин е фирмăн адресĕсĕр, телефон номерĕсĕр пуçне реестрпа килĕшÿллĕн культура, сорт пирки тулли пĕлтерсе çырни пулмалла. Стандарт палли /ТУ/, парти номерĕ, сутлăх вăхăчĕ çинчен те палăртнисем кирлĕ. Кунсăр пуçне кашни партии тĕлĕшпе  сорта тата пахалăха çирĕплетекен документсем пурри те пĕлтерĕшлĕ. Виççе сутмалли вăрлăхсен тĕлĕшпе пахалăх сертификачĕ пулмалла. Хутаçрисене ятарлă свидетельствăсăр сутмалла мар.

Агротехникăна та пăхăнмалла: пусă çаврăнăшне улăштарсах тăмалла – малтанхи вырăна 4 çултан тин таврăнмалла. Пăшăрхантаракан лаптăка чире парăнман культурăсем – хăяр, купăста, кăшман, кишĕр – аксан аван. Çĕр улмин асăннă амак парăнтарайман сорчĕсене туянма тăрăшăр.

Лартма уйăрнисене 3 градус температурăран ăшăрах мар вырăнта тытсан лайăх.

Çĕр улми кăларнă хыççăн çав вырăна ыраш акни те усăллă. Чăх каяшĕ те çав хуртсене хăратма пултарать иккен.

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика