Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шан, анчах тĕрĕслеме ан ÿркен

30 апреля 2011 г.

Шан, анчах тĕрĕслеме ан ÿркен

Республикăра çурхи ĕçĕсем пуçланчĕç. Нумай хуçалăх ака-сухана аван хатĕрленнине палăртмалла: вăрлăх та, агрохимикатсем те çителĕклĕ туяннă, техника та юсавлă. Кăçал аграри предприятийĕсен - пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка пула кĕлечĕсем çурма пушă юлнăран - вăрлăх ют регионсенчен кÿрсе килекен сутуçăсенчен туянма тивет. Тĕлĕнмелле, çĕр ĕç ăстисемех хăш-пĕр чухне пахалăхсăр вăрлăхпа тăрса юлаççĕ.

2011 çулта Россельхознадзорăн республикăри Управленийĕн специалисчĕсем 151 тонна вăрлăх /407 парти/ тĕрĕсленĕ. Кашни пиллĕкмĕш парти Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртмен сортсем пулни çиеле тухнă. Хăш-пĕр хутаç çинче номер тата йывăрăшĕ çинчен пĕлтерсе çырни пулман. Элита сорт тесе сутнă çурхи тулă хутаçĕсенче пачах урăх тырă хутăшĕсене /урпа/ тупнă. Вăрлăха ют регионсенчен илсе килекенсенчен сертификат «манса хăварнисем» те тĕл пулкаланă.

Паллах, айăплисене яваплăх пирки аса илтерме тивнĕ. Анчах та республикăна япăх вăрлăх урăх çитмессе никам та шантараймĕ. Асăннă Управлени ĕçченĕсем йăлтах тĕрĕслеме пултараймаççĕ - çакна валли поставщиксен заявка памалла. Анчах ку ĕçпе аппаланакан кашни çын тÿрĕ кăмăллă тееймĕн. Çавăнпа та укçана çилпе вĕçтерсе ярас мар тесен хамăрăн тимлĕ пулмаллах. Иккĕленÿ çуралсанах специалистсенчен пулăшу ыйтни пăсмĕ. Пĕлтĕрхи пек тырăсăр, пахча çимĕçсĕр юласран хÿтĕленесчĕ.

 

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика