Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыснасен африка чуминчен сыхланар

26 апреля 2011 г.

Сыснасен африка чуминчен сыхланар

Сыснасен африка чуми ( вырăсла кěскен АЧС) – вируслă чир. Унпа  килти сыснасем тата хир сыснисем чирлеççě.

Чирлě сыснасен ÿт-пÿ температури хăпарать, сивчир аптратать, сывлăш пÿлěнет, ÿт-тирě кăвакарать, унта юн кайнин пăнчисем палăраççě. Сыснасем хăйсене ларнă пек тытаççě. Чирленě сыснасем пурте пекех вилеççě. Сывă сыснасем чирлисенчен сиенленеççě. Вируса чирлě сыснасем, йытăсем, кушаксем, сăвăссем, çăткăн кайăксемпе тискер чěрчунсем илсе çÿреççě. Вирус чирлě выльăхсем вараланă апат, кěтÿ вырăнěсем, транспорт хатěрěсем урлă ерет. Çынсем сыснасен африка чумипе чирлемеççě.

Вирус Раççейěн Кăнтăрти тата Çурçěр Кавказри федераллă округěсене вěсемпе чикěллě патшалăхсенчен каçнă, вěсем 2007 çултанпах ку чиртен ăнăçлă мар шутланаççě. Россельхознадзорăн информаципе анализ центрěн прогнозěсем тăрăх, эпизооти çулленех Раççейěн çурçěр еннелле 350 километр таран сарăлса пырать. 2010 çулта Раççей Федерацийěн территорийěнче сыснасен африка чумин 79,  2011 çулхи пěрремěш кварталта 15 çěнě вырăнне тупса палăртнă. Çапла вара ку округсенчи хуçалăх субъекчěсем экономика тěлěшěнчен пысăк тăкак курнă тата сысна ěрчетессипе те проблемăсем тухса тăнă.

2011 çул пуçламăшěнче пирěнпе юнашар Чулхула облаçěнче асăннă чирěн çěнě вырăнне (вучахне) тупса палăртнă. Çак вырăна локализацилесе чире сарăлма парас мар тесе 20 миллион тенкěне яхăн тăкак курнă. Хăрушлăхěпе 1-мěш зона шутланакан 5 километрлă радиусра 2 пин пуç сыснана пěтернě, компенсаци 9 миллион тенкěпе танлашать. Тÿрремěн мар çухатусен, тăкаксен шутне юнашар ытти объектсем  патне пыракан çула 5 кун хушшинче хупни тата çавăн пекех рыноксенче сысна ашě сутма чарни кěрет. Чума вирусě сарăлакан çул-йěрсем тěрлěрен. Анализ туни чир пуçаракан вирус сысна отраслěн продукцийěпе тата выльăх апачěпе, килти сыснасем африка   чумипе чирлě хир сыснисемпе хутшăннипе, вирус упранакан пěçернě апат-çимěç  каяшěсене çитернипе те сарăлать.

Сыснасене африка чуминчен профилактика тума ку вăхăтчен те эффективлă хатěрсем туса хатěрлеймен. Çавăнпа та енчен те инфекци вучахне тупса палăртсан, чирлě сыснасен йышне кăна мар, çав вырăнти ытти   сыснасене те вěлерсе çунтарса яраççě.    Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийě кÿршěллě регионта – Чулхула облаçěнче сыснасене африка чуми палăрнă тата чире хамăр республикăна та илсе кěме пултарас хăрушлăх тухса тăнă май, ял хуçалăх предприятийěсен ертÿçисене, выльăхсен хуçисене тата пур çынна та сыснасем вилнě тěслěх пулсан е вилсе выртнă хир сыснине тěл  пулсан тата чир пирки шанчăксăрлăх çуралсан çийěнчех ун çинчен ветеринари  специалисчěсене пěлтерме ыйтатпăр. Сыснасен африка чумине сарăлма парас мар тěллевпе    Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийěнче «хěрÿ лини» те уçнă. «Хěрÿ линин» даннăйěсем: 428014, Шупашкар хули, Крупская урамě, 9. E-mail: rsnadzor21@mail.ru (8352)52-72-18 – патшалăхăн ветеринари надзорěн пайě.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика