Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман карантинě

26 апреля 2011 г.

Вăрман карантинě

Чăваш Республики вăрманлă регионсен шутне кěрет. Апла пулин те ăна хăйěн йывăç продукцийě çитмест, çавăнпа Чăваш Ене те, ун урлă  çěр-шывăн ытти регионěсене те йывăç продукцийě тиенě грузсен пысăк юхăмě куçать. Çакă вара пирěн республикăри вăрмансем карантинлă сăтăрçăсемпе тата чирсемпе сиенленме пултарас тěлěшпе хушма хăрушлăх кăларса тăратать.

Çуркунне çитнě май кÿршěллě регионсенчен – Чулхула, Киров облаçěсенчен, Мари Республикинчен йывăç материалсем ытларах ăсатма тытăннă, вěсем  вара пирěн регионшăн карантинлă фитосанитари зонисем пулса тăраççě, мěншěн тесен йывăç материалсемпе пěрле вěсенчен вăрман сăтăрçисен хăрушă тěсěсем сарăлма пултараççě.

Вěсем вăрман лаптăкěсене пысăк сиен кÿреççě, йывăçсен пахалăхне начарлатаççě; сăтăрçăсем сарăлнă вырăна хими препарачěсемпе ěçлесе хатěрлес пулсан та экологи тěлěшěнчен хăш-пěр проблемăсем тухса тăраççě, унти тавралăх вараланать.

 Чăваш Республикин территорийěнче халех ěнтě карантинлă объектсен вырăнěсем палăрнă: Патăрьел районěнчи 15 гектар çинче  - чăрăш çиекен пысăк кăпшанкă (большой еловый лубоед) тата Çěмěрле районěнчи 11781 гектар çинче – чăрăшсен пěчěк хура тěклě тури (малый черный еловый усач). Сăтăрçăсен çак вырăнěсене пěтерсе, республикăна ытти регионсенчен вăрманшăн хăрушă сăтăрçăсене  илсе кěрессинчен сыхланни кирлě. Çакăн çине тимлеттерес килет те Тăвай районěнче çурнă йывăçпа, хăма-чус таврашěпе, ытти йывăç продукцийěпе сутă тăвакан предпринимательсемпе организацисене тата вěсене çав материалсемпе тивěçтерекенсене. Кÿршěллě регионсенчен кÿрсе килекен пěтěм  продукци карантин сертификачěсемпе пулма тивěç, ăна Россельхознадзор Управленийě (ÿсен-тăран карантинě  енěпе тимлекен надзор пайě) продукци тиесе ăсатакан вырăнта кашни транспорт единици валли парать. Карантин сертификачě памалли сăлтавсем: груз тиесе ăсатаканăн заявки тата специалистсем йывăç материалсене тиесе ăсатас умěн тěрěслесе сăтăр тăвакан карантинлă организмсем пуррине палăртманни çинчен лаборатори эксперчě панă заключени. Йывăç материалта сăтăрçăсем асăрхасан, ăна сиенсěрлетеççě.

   Пур организаци те, йывăç продукци пырса кěнě-кěмен ун пирки  Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи  Управленине (ÿсен-тăран карантинě, тырă хăрушсăрлăхěпе пахалăхě тěлěшпе ěçлекен надзор пайне) пěлтермелле: Шупашкарта – Крупская урамě, 9 çурт, тел. 54-55-66, Канашра – Çěнтерěве 30 çул урам, 87 «А» çурт. тел. 2-18-25. Специалистсем, вырăна тухса, пырса кěнě груза пăхса тěрěслеме  тивěç.

  Маларах асăннă требованисене пурнăçламанни ÿсен-тăран карантинě тěлěшěнчи нормăсемпе правилăсем ыйтнисене ( 2000 çулхи июлěн  15-мěшěнчи 99-ФЗ номерлě федераллă законăн 8, 11, 12, 14 статйисене) пăсни пулать, çакăншăн административлă яваплăх тата административлă наказани (РФ КоАПăн 10,2 тата 10.3 статйисем) пăхнă.

  Маларах асăннă требованисене пăхăнни регионта  карантинлă сиенлě организмсем сарăлас хăрушлăха чакарма, агроэкотытăмсем туса хума тухакан тăкаксен структуринчи вěсен тÿпине пěчěклетме май парать.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика