Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыснасен чума чирěнчен сыхланмалла

20 апреля 2011 г.

Сыснасен чума чирěнчен сыхланмалла

Хир тата килти сыснасем Африка чумипе чирлеме пултараççě. Ăна вирус пуçарса ярать, вăл хăвăрт аталанса, сарăлса организма сиенлетет. Африка чумине хирěçле вакцина хальлěхе хатěрлеймен, çавăнпа та чир ернě чěр чунсем чирлесен вилеççě.

Çут çанталăкра Африка чумипе ытларах хир сыснисем чирлеççě. Вěсенчен килти сыснасене апат , шăна-пăван, çăхан, йытăсем урлă ерет, Вирус организма лексе чир палли курăнма пуçлани – инкубаци тапхăрě – 2-5 кун. Чир питě хăвăрт е майěпен сарăлма пултарать. Питě хăвăрт сарăлнă тапхăрта сыснасем кěтмен çěртен чир паллисěр вилеççě. Чир ерипен аталаннă чухне ÿт температуры 42,5 градус таран ÿсет, выльăх йывăр сывлать. Апат çимест, хăсать, юнлă вар витти пуçланать. Чирлě сыснасен хăлхисемпе сăмсисем кăвакараççě, выльăх вăйран кайса хăвăрт вилет.

Пěр-пěр фермăра Африка чуми сиксе тухрě пулсан, унта сыснасен пуçěпех пěтермелле, çунтарса сиенсěрлетмелле, витесене тасатса дезинфекци тумалла. Ытти регионсенчен тырă, комбикорм е утă илсе килме е илсе тухма пахалăх, ветеринари сертификачě илмелле.

Хир тата килти сыснасен виллисене асăрхасанах ветеринари станцине пěлтерме ыйтатпăр.

Африка чумине Чăваш Республикине кěртес мар тесе çак ěçсене тумалла:

- сысна фермисене хупă режимпа ěçлеттермелле;

- витесене дезинфекцилемелле;

- столовăйсемпе ресторансенчи апат юлашкисене тепěр хут пěçернě хыççăн çеç сыснасене çитерме юрать тата ытти те.

Çак чир ан сарăлтăр тесе республикăра «хěрÿ лини» те ěçет. 8(8352)52-72-18 телефонпа шăнкăравласа е rsnadzor21@mail.ru е электронлă адреспа пěлтерме пултаратăр. Хыпарсене çак адреспа ярса парăр: 428014, Шупашкар хули, Крупская урамě, 9-мěш çурт.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика