Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăха лейкоз ерсен...

22 апреля 2011 г.

Выльăха лейкоз ерсен...

Ветеринарипе санитари сиплев ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлани фермăсенчи, çавăн пекех уйрăм çын хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел аталанма май парать. Ветеринари саккунĕсемпе тата инструкцийĕсемпе килĕшўллен ветеринарсем хуçалахсенче тата кил тăрăхенче çулсеренех профилактика меропричтийĕсем йĕркелеççĕ, çакă тĕрлĕ ерекен чирсенчен асăрханма тата хăтăлма пулăшать.

Пирĕн паянхи калаçу хăни – Россельхознадзорăн ветеринари контролĕн Чăваш Республикинчи Управлени уйрăмĕн патшалăх аслă инспекторĕ М.Кошкин. Вăл ĕне выльăхсен лейкоз чирĕпе кĕрешмелли тата унран асăрханмалли мероприятисемпе паллаштарма кăмăл турĕ.

 

 

- Михаил Борисович, лейкоз мĕнле чир вăл?

- Лейкоз – ĕнесемпе пăрусене ерекен вируслă чир. Инфекци аталанăвне виçĕ тапхăра пайлаççĕ: инкубаци (ернĕ хыççăн чирĕн паллă пуличчен пыракан вăхăчĕ), гематологи (юрна чир аталанăвĕ) тата шыçă тапхăрĕсем. Чире ерекен вирус пуçарса ярать. Вирус вара лейкозпа сиенленнĕ юн, сĕт, лимфа клеткисем урлăлекет.

- Апла выльăха лейкоз ересен мĕнле асăрханмалла?

- Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăхĕпе апат-çимеç министрестви 1999 çулхи майăн 11-мĕшĕнчи 359 № Хушăвĕпе лейкоз чирĕнчен асăрханмалли тата унпа кĕрешмелли правилăсене çирĕпленĕ. Унта çакна палăртна: выльăх усракансен кĕтў çўретме, выльăхеаш-какай сутма ветеринари специалисчĕсенчен ирĕк илмелле, тин туяннăе кўрсе килнĕ выльăха тĕрĕслеттермелле, чир-чĕр палли пулсан çийĕнчех ветслужбăна пĕлтермелле.

Кунта çакна каласа хăварните вырăнлă пўле: "Ветеринари çинчен" РФ саккунĕн 18-мĕш статйипе (4979-1 №) килĕшўллĕн, ăна 1993 çулхи майăн 14-мĕшĕнче йышăннă, выльăх усракансен тата ашпăш, юр-вар хатĕрленекесен выльăха чир-чĕртен упрас тата апат-çимĕçе типтерлĕ тытас тĕллевпе яланах асăрханмалла, витесене, выльăх апачĕсем упракан, продуктсем тирпейлекен пўлĕмсене таса тытмалла, тавралăха выльăхчĕрлĕх каяшĕсемпе вараламалла мар, ветеринари специалисчĕсене выльăхсене тĕрĕслеме ирĕк памалла, вĕсем хушса хăварнисене пурнăçламалла. Çав саккунах профилактика ĕçĕсен срокĕсене пăхăнманшăн е вĕсене пачах йĕркелеменшĕн выльăх хуçисене, хуçалăх ертўçисене административлă майпа явал тыттараççĕ.

Федераци службин Чăваш Енри ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Управленийĕ тăтăшах асăрхаттарать пулин те, ветеринари специалисчĕсем фермăсенче тата кил картисенче ĕнесем лейкозпа чирленĕ тĕслĕхсем тупса палăртаççĕ. Çака чир-чĕре хирĕç кĕрешмелли правилăсене пăхăнманнипе пулать.

- Выльăх чирĕ анлăн сарăлсан, наукăра ăна эпизооти теççĕ-ха, лейкоза мĕнле палăртаççĕ?

- Фирмăсенче, ялсенче планпа диагностика тĕпчевĕсем ирттернĕ, çавăн пекех ашкакайкомбиначĕсенче выльăх пуснă чухне лейкоз тупăнмасан, паллă ĕнтĕ, вĕсенче çак чир тĕлĕшĕнчен лару-тăру йĕркеллĕ. Çак йĕркелĕхе хуçалăхсен, патшалăх ветеринари службин тата аш-какай комбиначĕсен ветеринари специалисчĕсем выльăха пуснă е вилле касса тĕрĕсленĕ хыççăнхи экспертиза, çавăнпекех тĕрлĕ тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх палăртаççĕ.

Серологи, гематологи тата патоморфологи (лимфа çулĕсене, сулана, пўрене, чĕрене тата шалти ытти органсене тĕрĕслени) тĕпчевĕсем тăрăх хуçалăхснче лейкоз чирĕн пирвайхи палăрăмĕсене палăртаççĕ. Ăратлă ĕнесемпе пăрусем усракан хуçалăхĕсен ертўçисем чиртен асăрханмашкăн ултă уйăхран аслă мар мĕн пур выльăха çулталăкра пĕрре клиника тĕрĕслевĕпе серологи тĕпчевĕ витĕр кăларма тивеç. Ытти хуçалăхсенче лейкоза тупса палăртма кашни кварталта тĕрĕслев ирттереççĕ.

- Калăпăр, лейкоз чирне тупса палăртрăмăр. Малалла мĕнле ĕçсем тумаллаши?

Хуçалăх сенче, çав шутра выльăх тытакансен кил картийĕснче те, вĕсенче чир палли пулсан, республикăри патшалăх ветеринари служби тăратнипе субъект (район, область, край т. ыт. те) ертўçи инфекци сарăласран сыхлану мероприятийĕсем ирттерие йышăну тăвать.

Сывлăхлантару мероприятийĕсен планĕнче хуçалăхра е ялта чирлĕ выльăхсен йышне тата чир аталанăвне кура сиплев ĕçесен калăпăшне тата ятарлă ветеринари мероприятийĕсен срокне, кĕтĕве сиплемелли меслетсене палăртаççĕ, çав ĕçсене пурнăçлама яваплă çынсене çирĕплетеççĕ.

Çав тапхăрта хуçалăхри е ялти выльăх-чĕрлĕхе пăхсасиплесе тăракан ветеринари специалисчĕ ирĕк памасăр ушкăнлама, урăх вырăна куçарма е сутма, вăкăрсене ĕнепăру çывăхне яма юрамасть. Выльăха тĕрĕслемелли инструментсем таса пулмалла.

Чиртен сипленекен ĕнесенчен суса илнĕ сĕте юр-вар тирпейлекен завода ăсатаççĕ, пастерленĕ (микробсем ĕрчесрен вĕрилентернĕ) хыççан унпа хуçалăхра та усăкурма юрать. Чире пĕтерсен сĕтпе усă курма чару çук.

- Михаил Борисович, лейкозран хăтăлмалли сиплев ĕçĕсемпе паллаштарăрха.

- Хуçалăхри ĕнесемпе пăрусен 10 процентне лейкоз ернĕ пулсан, чирлĕ выльăхсене пусма ăсатаççĕ. Çав кĕтўри выльăхсемпе кашни виçĕ уйăхра серологи тĕпчевĕсем ирттереççĕ, чирлисене уйăрса илеççĕ.

Кĕтўри выльăхăн 30 процентне чир вирусĕ ерсен çак йыша сывă ĕне-пăрусенчен уйăраççĕ те кашни çур çултан гемотологи меслечĕпе тĕрĕслесе тăраççĕ. Юн улшăнсан, лейкоз тупăнсан чирлĕ выльăха пусаççĕ. Паллах, чирлĕ ĕнене кĕтўре тытни никама та усă кўмест, çавăнпа сывă выльăх йышне çĕнĕрен йĕркелемелле. Ялта ĕне-пăру усракансен те, выльăха чир ерсен, унран хăтăлма тăрăшмалла.

Каларăм ĕнтĕ, лейкозпа сиенленнĕ выльăха аш-какай комбинатĕнче пусаççĕ. Ăна унта тĕрлĕ транспорт хатĕрĕпе турттарса пыма юрать, анчах çул çинче ветеринарипе санитарии хушăвĕсене çирĕп пăхăнмалла.

- Калаçушăн тавах сире, Михаил Борисович. Эсир каланă канашсемпе сĕнўсем выльăх усракансене усă кўрессе шанас килет.

- Мана хаçатра вырăн панăшăн хăвăра та тав. Сирĕн те ĕçĕрсем ялан ăнса пыччăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика