Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Им-çамсемпе пĕлсе усă курăр

20 апреля 2011 г.

Им-çамсемпе пĕлсе усă курăр

Кĕçех юр ирĕлсе пĕтет, ял хуçалăх предприятийĕсенче те, уйрăм хуçалăхсенче те ака-суха ĕçĕсем пуçланаççĕ. Çавăнпа та суту-илўре агрохимикатсем ыйшланчĕç. Пысăк тухăç илес тесен вĕсенчен хăшне суйласа илсен лайăх-ши?

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ агрохимикатсем туяннă чухне Раççей Федерацийĕн саккунĕсенче çырнине шута илме сĕнет. 1997 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче йышăннă «Пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе хăрушлăхсăр усă курасси çинчен» федераллă сакканăн 22, 23 статйисенче çакăн пирки тĕплĕн палăртнă. Вăл е ку пестицидпа тата ытти агрохимикатпа фитосанитари, санитарии тата экологи Лару-тăрăвне, ўсен-тăрана, çĕр пулăхлăхне шута илсе усă курмалла. Курттăммăн е ваккăн сутă тăвакансен РФ саккунĕпе килĕшсе тăракан, Раççей Федерацийĕн территорийĕнче усă курма ирĕк панă, патшалăх каталогне кĕртнĕ, патшалăх регистрацине тунă пестицидсемпе, агрохимикатсемпе, çеç суту-илў тума юрать, каталогра вĕсемпе ăçта усă курмаллине палăртнă. Агрохимикат ячĕ умĕн лартнă С паллă ял хуçалăхĕнче çеç. ЛС паллă – ял хуçалăхĕнче, Л – уйрăм хушма хуçалăхра çеç усă курмаллине палăртать. Имçампа усă курне этикетка çинче мĕн çырнине çирĕп пăхăнмалла. Патшалăх каталогне кĕмен пестицидсемпе агрохимикатсем ўсен тăрансене сиенлеççĕ, çут çанталăка варалаççĕ, çынсен сывлăхне те витĕм кўреççĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта пирĕн специалистсем республикăра патшалăх каталогне кĕмен, хушма хуçалăхра усă курмалли агрохимикатсене тупса палăртнă. Вĕсене асăнса хăварар-ха.

1.                       Карбамид (мочевина). Пакет виçе 2 килограмм. Унăн регистрант-производителĕ – Пермь хули, Промышленная урамĕ, 96, «Минеральные удобрения» ОАО.

2.                       Сульфат аммония. Вăл 1 киотграмм таякан пакетпа. Кемеровори «Азот» ОАОра туса кăлартнă.

3.                       Селитра известкого-аммиачная. Вăл 1 килограмлă пакетпа. Ăна Кирово-Чепецкри химии комбиначĕн минераллă удобрении завочĕ туса кăларнă.

4.                       Карбамид (мочевина). Пакет виçи – 1 килограмм. Кемерово хулинчи «Азот» ОАО хатĕрлесе кăларнă.

5.                       Сульфат марганца. 10 грамм таякан пакетсене Мускав облаçĕнчи Сергиев-Посад хулинче «ТПС техноэкспорт» ЗАОра тултарнă.

Каталогра регистрацилемен пестицидсемпе суту илў тунăшăн Раççей Федерацийĕн Кодексĕн 8.3. статйипе айăплисене явал тыттарнă.

Çўлерех асăннă агрохимикатсене асăрхасан ведераллă службăн Чăваш Республикинчи ветеринарии тата фитосанитари надзорĕн управленине пĕлтерме пултаратăр. Вăл Шупашкарта, Крупская урамри 9-мĕш çуртра вырнаçнă. Телефонсем: 8(8352)52-80-33, 62-13-22. Çырупа ку е вăл факт пирки пĕлтернĕ чухне хăвăр хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, адресăра палăртмалла. Ку вăл сирĕн ыйтăвăр çине хурав пама кирлĕ.

Хушма хуçалăх тытакан кашни çынах хăйĕн çĕр лаптăкĕнчен тухăçлă çĕр улми, пахча-çимĕç, уй-хир культурисем туса илесшĕн. Анчах та çум курăкĕ те, сиенлĕ хурт-кăпшанки те, чир-чĕр те пулать-çке. Кун пек чухне им-çампа усă курмасăр май килмест. Вăл ĕ ку химиката туяннăчухне тимлĕхе ан çухатăр.

Пестицидсемпе ытти тĕрлĕ агрохимикатсем сирĕн хуçалăхшăн сиен мар, усă çеç кўччĕр. Хăвăр та асăрхануллă пулăр. Им-çамсемпе пĕлсе усă курăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика