13 апреля 2011 г.
Çĕр-çĕр-шывăн, халăхăн пуянлăхĕ, уйрăмах ял хуçалăхĕнче кураканни. Çавăнпа çĕре упрамалла, унпа тĕрĕс усă курмалла.
Çĕрпе усă куракансем унран пысăк тупăш илмелле. Çав вăхăтрах унăн пулăхне упрамалла, пăхса тăмалла.
Çĕрпе усă курнине федерацин ĕç тăвакан 3 органĕ – Росреестр, Россельхознадзор, Росприроднадзор пăхса тăраççĕ. Кашнийĕн хăйĕн ĕç-хĕлĕ. Россельхознадзор çĕрĕн пулăхлă пайне илсе куçарассипе, ăна сыхлассипе тимлет. Çавăн пекех çĕрĕн çиелти пайне тĕрлĕ им-çамсемпе, агрохимикатсемпе е çын сывлăхне сиен кўрекен тĕрлĕ хатĕрсемпе сиенлессинчен те сыхласси тĕп вырăнта.
Саккунсемпе килĕшўллĕн, çĕрĕн çиелти пайне çĕрле усă куракансем хăйсем тĕллĕн илме, куçарма пултараймаççĕ. Административлă право йĕркисене пăснăшăн айăплакан Кодексăн 8.6 статйин 1 пайĕпе килĕшўллĕн, иртнĕ çул юридици вăйĕнче тăракан 1 çынна, должноçри 9 çынна, уйрăм 7 çынна штраф тўлеттернĕ.
Россельхознадзор управленийĕ ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем çинче тĕрлĕ свалкăсем йĕркеленине хирĕç те кĕрешет. Çакă çĕре сиенлет. Çавăнпа юридици вайĕнче тăракан 3 çынна, должноçри 33 çынна, уйрăм 11 çынна та штраф тўлеттерсе айăплама тиврĕ.
Россельхознадзорăн тепĕр енлĕ ĕçхĕлĕ – ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕр лаптăкĕсене тĕрлĕ çум курăкпа, йывăç-тĕмпе вараланнинчен сыхласси. Çакă çĕр пулăхне чакарать, тĕрлĕ хурт-кăпшанкăна, чирсене аталанма май парать.
Россельхознадзор управленийĕн çĕрпе усă курнине тĕрĕслекен пайĕ районсенчи прокуратурăсемпе, ĕç тăвакан органсемпе, вырăнти хай тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.
Источник: "Елчĕк Ен"