Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Африка мурне çул памалла мар

16 апреля 2011 г.

Африка мурне çул памалла мар

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чўваш Енри управленийĕнче сыснасен Африка чуминчен сыхланас ыйтупа пресс-конференци иртрĕ. Брифингра управлении ертўçи И.Е. Дмитриев ларутăру йывăрланма пултарасса палăртрĕ.

 

Пирĕн çĕр-шывăн Кăнтăр, Çурçĕр-Кавказ округĕсене хăрушă чир 2007 çултах çитнĕ. Эризооти /выльăх чирĕ анлă сарăлни/ çулсерен çурçĕрелле 350 çухрăм хăвăртлăхпа куçса пырать. 2010 çулта килте усракан 59 сысна, 20 хир сысни чумапа чирленĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталра кăварту тата 15 хушăннă. Эпизоотии экономикăна тĕлĕнмелле пысăк сиен кўрет. Ку таранччен те Африка чумипе кĕрешмелли вакцина шутласа кăларайман. Вăл хăçан пулĕ – никам та пĕлмест. Çавăнпа вирус çăткăнла хăвăртлăхпа куçса-сарăлсах пырать. Оренбург, Ленинград облаçĕсенче хуçаланать. Кăçалхи нарăсăн 18-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнче те тупса палăртнă. Вăл Дзержинск хули çывăхĕнчи Черное ялĕнчи хушма хуçалăха çывăхри çар чаçĕнчен илсе килнĕ апат юлашкийĕнчен лекнĕ теççĕ. Чире сарăлма парас марччĕ тесе çеç 20 млн тенкĕлĕх ĕс пурнăçланă. 5 çухрăм тавралла 2 пин пуç ытла сыснана тĕп тунă, уншăн 9 млн тенкĕ компенсации тўленĕ.

Ĕçĕ пайтах. Инфекцие тупса палăртнă  тĕп вырăнтан 5 çухрăм тавралла тĕл пулакан фермăсенчи сыснасене юн кăлармасăр вĕлерсе, тислĕкпе апат юлашкине, чирлĕ выльăхпа мĕн çыхăннă – йăлтах çунтармалла, кĕлне извеçпе хутăштарса тарăн шăтăк алтса хупламалла. Фермăна, территорие вĕрилентернĕ 3 процентлă çиекен-касакан натри, 2 процентлă формальдегид ирĕлчĕкĕпе дезинфекцилемелле.

Инкек пулнă вырăнтан 5-20 çухрăмра вырнаçнă витесенчи сыснасене вируса малалла сарăлма ан паччăр тесе пусса аш-какай комбинатне леçмелле. Ăна 70 градуслă вĕрире сиенсĕрлетмелле. Вăл сывлăхшăн текех хăрушă мар, апат-çимĕçре усă курма юрăхлă. Çынсене Африка чуми ермест. Сыснана чир-чĕр инфекциллĕ выльăхран, кушакпа ыйтăран, тискер чĕр чунран, çăткăн вĕçен кайăкран, юн ĕмекен /сăвăс, пăрçа, пыйтă/, кăшлакан чĕр чунсенчен куçма пултарать. Чирлĕ сысна 4-5 кунран вилет.

Прогноз Африка мурĕ Воронеж, Белгород, Липецк, Курск, Мускав облаçесене, Мордовипе Тутарстана тата Чăваш Ене çитме пултарасса систерет. Çавăнпа сысна ĕрчетекенсен нихçанхинчен темиçе хут асăрхануллă пулмалла, сыхлăха ўстермелле. Сыснасене урама, вăрмана кăлармасăр хупса çеç усрамалла. ЧР Патшалăх ветеринарии службипе калаçса татăлмасăр республика тулашĕнчен сысна е çури туянма, апата, кўрсе килнине пушшех те, 70 градуса /çак температурăра вирус пĕтет/ çити вĕрилентермĕсер çитерме юрамасть.

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри управленийĕ йĕркеллĕ мар лару-тăруллă регионсемпе /Калининград, Ленинград, Чулхула облаçĕсемпе/, Кăнтăр, Çурçĕр Кавказ округĕсемпе çыхăнусем йĕркелеме сĕнмест.

Республикăри 166 ял хуçалăх предприятийĕнчи 148 ферма /90%/ хупă кун йĕркипе пурăнать. Чиртен сыхланас тĕллевпе тăтăш мониторинг иртет.

Управлении Чăваш Ене вирус лекесрен чукун çул çинче, аэропортра Раççейри, чикĕ Леш енчи таварсене йышăннă чухне, çынсен япалисене, багажсене тимлĕ тĕрĕслет – ветеинар выльăх чĕрлĕх, унран хатĕрленĕ çимĕç, выльăх апачĕ турттарма ирĕк панă документсем йĕркеллех-и? 2010 çулта йĕркене пăснă 119 çын пирки мерăсем йышăннă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика