Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ хитре те, хутаççинче…

11 апреля 2011 г.

Ячĕ хитре те, хутаççинче…

Вăрлăх туяннă чух улталанас Мар тесен мĕн пĕлмелле?

 

Çуркунне çитсен, эпир пурте пахчаçăсем пулса тăратпăр: вăрлăх туянатпăр, калча ўстеретпĕр. Вăрлăх шыраса çўреме кирлĕ мар: çуркунне çывхарнăçемĕн ăна кашни утăмра тенĕ пек сутма тытăнаççĕ, предприяти–организацисем тăрăх та çўреççĕ ўркенмен сутуçăсем. Вăл е ку вăрлăхăн мĕнле кăна сорчĕ çук пулĕ тата! Хитре, илĕртўллĕ ятсем…

 

Туяниччен Реестрпа паллашăр

«Çĕршывра кашни çулах Селекции çитĕнĕвĕсен патшалăх реестрне хатĕрлеççĕ, - тет Россельхознадзорăн Чăваш Енти управленийĕн аслă инспекторĕ Алина Прокопьева. – Кăçал та тухрĕ ун пекки. Унта тĕрле ўсен-тăранăн 12 пин те 893 сортне кĕртнĕ. Сăмахран, купăста сорчĕсем – 281, çĕр улмин – 290, кишĕрен – 179, хăярăн – 848».

Мĕн парать-ха çав документ? Пĕрремĕшĕнчен, асăннă реестра кĕртмен сорта сутни 1997 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче кăларнă «Вăрлăх ĕрчетесси çинчен» законăн 30-мĕш статийне пăсни пулать. Апла пулсан, сутуçасене уншăн явап тыттармалла пулать. Иккĕмĕшĕнчен, унта кĕртнĕ сорт сутлăха тухма юрăхлă тенине, вăл ген тĕлĕшĕнчен модефициленĕ (ГМО) сорт марине пĕлтерет.

Асăннă документа Россельхознадзорăн Чăваш Ен управленийĕн сайтĕнче те, www.gossort.com сайтра та тупма пулать. Реестрта илсе панă вăл е ку сорта çутăн хăш зонинче туса илмеллине, теплицăра е уçă вырăнта ўстермеллине, мĕнле тĕлллевпе (тĕслĕхрен, салат валли е тăварлама) усă курмаллине, хăçан пулса çитессине тата ыттине палăртаççĕ. Сăмах май, çутă зонисем пирĕн çĕршывра çиччĕ. Чăваш Ен иккĕмĕш ушкăна кĕрет.

Россельхознадзор ĕçченĕсем асăрханă тăрăх, Реестра кĕртмен сортсем те пур сутлăхра. «Илемлĕ те илĕртўллĕ ятсем шыраса тупаççĕ те сутаççĕ», тет Алина Прокопьева инспектор. Тĕслĕх вырăнне вăл кишĕрĕн «Без сердцевины», «Свекровь», хĕрлĕ кăшманăн «Красный шар», «Черная вдова», купăстан «Доброводская», «Сахарная королева», хăярăн «Не грусти, похрусти», «Новинка сезона», «Соли сам» сорчĕсене асăнчĕ. Вĕсене нихăшне те сутма ирĕк паман.

 

Сертификат ыйтма ан манăр

Вăрлăх сутакансенчен вăрлăхăн сорт  тата ака пахалăхнĕ кăтартакан сертификатне ыйтма ўркенмелле мар. Курăк вăрлăхне туянакансен уйрăмах тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарать Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕ. Сертификат пулмасан, ан та тăкакланăр. Çавăн пек вăрлăх шăтса тухасси иккĕленўллĕ, мĕншĕн тесен унăн шăтаслăхне тĕрĕслемен.

Анчах сертификат пуррипех лăпланмалла мар. Алина Прокопьева инспектор пĕлтернĕ тăрăх, вăрлăх хутаççи çинче вăрлăх партийĕн номерне кăтартаççĕ, çав номер сертификат çинче те пулмалла, вĕсен иккĕшĕн пĕр килмелле. Асăннă документра вăрлăх шăтаслăхне, тасалăхне, çавсем хăçанччен вăйра пулассине кăтартаççĕ. «Енчен те упранаслăх вăхăтне 2013 е 2014-мĕш çулччен тесе кăтартнă пулсан, ан ĕненĕр – вăл вăхăт çулталăкран ытла пулаймĕ, - ăнлантарать Алина Владимировна. – Эфирпа çу кăларакан культурăсем (кунта,  сăмахран, укроп, петрушка, кишĕр кĕреççĕ) шăтаслăха яас çухатаççĕ. Ыттисен шăтаслăхĕ япăхмасан та пултарать, анчах сутакансен вăрлăх пахалăхне вăхăт иртсен пĕрех тепре тĕрĕслеттермелле.

 

Шута илме

Патшалăх реестрне кĕртмен вăрлăх сутакансемпе ятарлă документсемсĕр суту-илў тăвакансем пирки Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленине пĕлтерме пулать. Телефон номерĕ – 8 (8352) 62-13-22, электронлă адрес – rsnadzor21@mail.ru

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика