Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх çине тимплĕх ытларах уйăрар

06 апреля 2011 г.

Вăрлăх çине тимплĕх ытларах уйăрар

Кĕçех çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланаççĕ. Иртнĕ çул шăрăх çанталăк уй-хир культурисем тухăçпа питех савăнтармарĕç. Çавăнпа та чылай пĕрлешўллĕ хуçалăх е уйрăм çынсем те урăх регионсенчен вăрлăхлăх çĕр улми, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен, культурăллă ытти ўсен-тăрансен вăрлăхĕсене туянаççĕ. Пирĕн республикăна Беларуçрен, Турцирен, Голландирен тата хăш-пĕр çĕр-шывсенчен продукции илсе килни паллă та. Анчах та унтан карантина кĕнĕ чир-чĕр, сиенлĕ хурт-кăпшанкă килес хăрушлăх пур. Вĕсем питĕ хăвăрт сарăлаççĕ, ĕрчеççĕ. Çакă уйрăмах нумай çул «иккĕмĕш çăкăра» пĕр вырăнта лартса тăвакан ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм çынсен хуçалăхĕсемшĕн хăрушă. Чирлĕ вăрлăхсемпе темĕнле тăрăшса ĕçлесен те ăнăçлă тухăç илеймĕн. Çавăнпа та тимлĕхпысăк пулмалла. Сорлă вăрлăх туяннă чухне сертификатсене пăхмалла.

Ку çĕр улмипе ĕçлекенсене çеç пырса тивмест. Чăваш Республикинче кўршĕри Ульяновск облаçĕнчен, Тутарстан Республикинчен, Мари Элрен тата хăшпĕр регионсенчен кўрсе килнĕ, сутлăха тăратнă вăрлăхсене асăрхатпăр. Унта сиенлĕ хурт-кăпшанкă, ўсен-тăран чирĕсем, çум-курăк тĕлĕшпе карантина кĕртнĕ зонăсем пур. Вĕсем пирĕн республикăна шăпах вăрлăх урлă лексе пысăк сиен кўрес хăрушлăх пур.

Сăмахран, амброзия çум-курăка пĕр ерсен пĕтерме питĕ ыйвăр. Пур çере те лексе ўсме пултарать:  пĕрчĕллĕ культурăсене те, выльăх апачлĕх курăксене те, пахча-çимĕçсене те, садсене те… сиенлет, тухăçа палăрмаллах чакарать. Унăн шăркисем (пыльцасем) çынсен аллергии чирĕсене пуçарса яма пултараççĕ.

Хăйсен ĕçне пахалăхлă туман сутуçăсем вăрлăх тата йтти уй-хир продукцине сертификатсăр (карантин пулнине кăтартмасăр) илсе килеçĕ. Çакăнпа вара пирĕн республикăна пысăк сăтăр тăваççĕ.

«Россельхознадзорăн» Чăваш Республикинчи управленийĕ пирĕн тăрăха карантинлă продукции пырса ан кĕтĕр тесе тăрăшать. Ку енĕпе ятарлă фитосанитариллĕ карантин мероприятийĕсем йĕркелет. 2010 çулта илсе килнĕ фуража, комбикорма, шрота тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслесе карантин енчен тивĕçтерменнисем пирки кирлĕ мерăсем йышăннă.

Хисеплĕ ял ĕçченĕсене (ял хуçалăх предприятийĕсене, ялта пурăнакан, хушма хуçалăх тытакан уйрăм çынсене) вăрлăх е ўсен-тăранăн ытти продукцине туяннă чухне чи малтанах документ ыйтма сĕнетпĕр. Вĕсен карантин сертификачĕ, фитосанитари тĕрĕслевĕн акчĕ пулмалла. Унта сутакан продукцие карантина хупманни, сортсене палăртни пулмалла. Ăна «Россельхознадзор» ФГУ урлă илнине çирĕплетмелле.

Сиенлĕ хурт-кăпшанкă, çум курăк, чир-чĕр пырса кĕресрен асăрханасси вĕсене хирĕç кĕрешесрен чылай çамăлрах.

Хăвăра интереслентерекен ыйтусемпе эсир «Россельхознадзорăн» Чăваш Республикинчи Управленине кĕрсе тухма пултаратăр. Вăл Шупашкар хулинче, Крупская ячĕллĕ урамăн 9-мĕш çуртĕнче вырнаçнă. Шушашкарти -8 (8352) 52-80-33, Канашри (Çĕнтерĕве 30 çул урам, 87а çурт), 8 (83533) 2-18-25 телефонсемпе ыйтса пĕлме пултаратăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика