Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăнăшас мар тесен…

04 апреля 2011 г.

Йăнăшас мар тесен…

Пахча-çимĕçсемпе чечексене акса калчалантармалли тапхăр çитрĕ ĕнтĕ. Садпа пахча ĕçне юратакансене халĕ магазинсемпе пасарсене вăрлăх туянма васканине курма пулать. Магазинсен сентрисем çинче вырăн тупнă сортсемпе гибридсене курнипе куç-пуç алчăраса кайĕ. Çавăнтах ыйту сиксе тухĕ: лайăх пахалăхлă вăрлăхсене мĕнле суйласа илмелле-ха? Ара, туяннă вăрлăхсем чылай чухне савăнăç мар, йтларах кўренў кўреççĕ-çке.

 

Акма лайăх вăрлăх туяннă чухне темиçе ансат йĕркене кăна пăхăнмалла. Пĕрремĕшĕнчен, вăрлăхсене ятарлă магазинсенче (вăрлăх, удобренисен, ўсен-тăрансене хўтĕлемелли препаратсен магазинĕсенче) кăна илмелле: кун пек çерте сутăçсем сире пахча çимĕç, чечексен тухăçĕ, сортсен çирĕплĕхĕ тата вĕсене сиенлекен чирчĕрсемпе хурт-кăпшанкăсем пирки тулли информаци пама пултапаççĕ.

Иккĕмĕшĕнчен, пахча çимĕçпе чечексен культурисен сорчĕсене селекци çитĕнĕвĕсен Патшалăх Реестрĕнче усă курма кĕртнине çирĕплетсе шута илмелле. Çакна Интернетри www.gossort.com сайтра вырнаçтарнă информацирен пĕлме пулать. Вырăнти условисене хăнăхса çитнĕ районланă сортсене çитĕнтерни шанчăклăрах.

Вăрлăхсен кашни ушкăнĕ валли сортпа пахалăх паллисен докуменчĕсем кирлĕ. Вăрлăхсен ĕнентерў хутĕнче ял хуçалăх культурисен сорчĕсем, вăрлăх ушкăнĕн номерĕ, документ номерĕпе унăн хăш вăхăтчен вăйра тăнине çырса хуни пулмалла.

Вăрлăхсен пĕчĕк пакечĕсенче çакăн пек информацисем пулмалла: вăрлăхсем туса илекен организаци (фирма) ячĕ, адресĕ, телефонĕ, культура, сорт ячĕ; сортпа пахалăх паллисене палăртакан стандарт (ТУ); ушкăн номерĕ; вăрлăхсен йывăрăшĕ (грампа) е шучĕ (штукпа); хăçанччен сутмаллине палăртни.

Енчен те документсем çук е вĕсемпе усă курмалли  вăхăт тухнă пулсан, вăрлăхсем япăх шăтас хăрушлăх пур, кĕркунне вĕсенчен лайăх тухăç кĕтни кăлăхах. Çавăн пекех кунашкал вăрлăхсем лаптăка çум курăклама, сиенлĕ чир-чĕрсемпе хурт-кăпшанкăсене сарма пултараççĕ.

Çиелтен пăхсан вăрлăхсем тулли, пĕркеленчĕксĕр (куккуруспа пăрçасăр пуçне) пулмалла. Тĕсĕ те çав культурăна кăна тивĕçлĕ тĕспе уйрăлса тăмалла. Чĕрĕ вăрлăхсен тĕсĕ çутă, киввисен тĕксĕмрех пулать. Хăш-пĕр вăрлăхсен хăйне евĕрлĕ шăрши пур, вăл çукки пахалăхсăррине çирĕплетет. Тĕслĕхрен, кишĕр, петришка, укроп вăрлăхĕсенчен вăйлă шăршă кĕрет.

Вăрлăхсенчен çĕрĕк шăршă кĕмелле мар.

Чи кирли, вăрлăхсене ăнсăртран тĕл пулнă çынсенчен илмелле мар. Шел, документсем пурри те тепĕр чухне вăрлăхсем пахалăхлă пулнине тата вĕсенчен лайăх тухăç илме шанăç пурине çирĕплетмеççĕ. Енчен те сирĕн вĕсен пахалăхĕ пирки иккĕленў çуралчĕ пулсан, Россельхознадзорăн пирĕн руспубликăри управленийĕпе çыхăнма пултаратăр. Вăл çак адрессемпе вырнаçнă: Шупашкар хули, Крупская урамĕ, 9 е Ярославский урамĕ, 76. Телефонсем: 8(8352) 62-13-22, 62-56-03.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика