Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушă чир сарăлсах пырать

30 марта 2011 г.

Хăрушă чир сарăлсах пырать

«Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Дзержинск хулинче пурăнакан В.Мухинăн хушма хуçалăхĕнче сыснасем африка чумипе чирленине тупса палăртнă. Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе тимлекен комиссийĕн ларăвĕнче чир-чĕр çăл куçне пĕтерессипе ĕç планĕ хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн хушма хуçалăхри сыснасене тĕп тунă. Вирус ернин сăлтавĕ вырăнти çĕр чаçĕнчен илсе килнĕ апат юлашкийĕсене сыснасене çитерни тесе çирĕплетеççĕ. Нумаях пулмасть çакăн пек тĕслĕхе Санкт-Петербургра тупса палăртнă», – пĕлтереççĕ Раççей ял хуçалăх тĕрĕслевĕн официаллă сайтĕнче. Африка чуми пирки Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн чикĕри ветеринари тĕрĕслевĕн пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Константин Викторов каласа пачĕ.

– Константин Вячеславович, ку чир пирки мĕн калама пултаратăр;

– Ку инфекци чирне тĕрлĕрен калаççĕ: африка сивчирĕ, хĕвел тухăç африка чуми, Монтгомери чирĕ... Раççейре ăна сыснасен африка чуми теççĕ. Инфекци килте усракан тата хир сыснисене кирек хăш ÿсĕмре ерме пултарать. Выльăхсен ытларах пайĕ вилет. Сысна ашĕнчен хатĕрленĕ пăшăхламан продуктсенче (тĕтĕмленĕ, тăварлă çимĕçре) тата апат юлашкийĕнче вирус эрнерен тытăнса темиçе уйăх таранах упранма пултарать, сивве чăтать.

– Этеме сыснасен африка чуми ерме пултарать-и;

– Ку инфекци этемшĕн хăрушă мар. Сыснасем кăна чирлеççĕ, ытти чĕрчунсем вирус пуçаруçине сарма пулăшаççĕ.

– Çак чир мĕнле хăрушлăх кăларса тăратать;

– Аграрисем тата ветеринари тухтăрĕсем африка чумипе 2007 çултанпа кĕрешеççĕ. Çапах та инфекци кăнтăртан çурçĕрелле пĕр пек хăвăртлăхпа – çулталăкне 350 километр – сарăлса пырать.

Эпидеми çăлкуçĕ кăнтăр ен пулсассăн та сисчĕвленмелли пурах. Çивĕч лару-тăрăва тишкернĕ тăрăх, вирус Воронеж, Белгород, Липецк, Курск, Мускав облаçĕсенче, çавăн пекех Мордва, Чăваш, Тутар Республикисенче сарăлма пултарать.

Африка чумин тĕп палли – чир вирусĕ кĕтмен çĕртен, хăвăрт сарăлни. Ку инфекцирен паянхи куна вакцина çук. Çавăнпа та сыснасене тĕп тăваççĕ.

Кăçалхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ленинград облаçне кĕрекен Ломоносов районĕнчи «Детство» тулли мар яваплă обществăра вилнĕ 8 сысна африка чумипе чирленине тупса палăртнă. Хуçалăхра сыснасен хисепĕ 200 пин патнелле (выльăхсен пĕтĕмĕшле хакĕ 800 миллион тенке яхăн). Эпидеми çăл куçне пĕтерессипе мероприятисем ирттерме 380 миллиард тенке яхăн укçа кирлĕ. Африка чуми бизнеса аталанма ура хурать, экономика лару-тăрăвне хавшатать, 6,7 миллиарда яхăн тăкак кÿрет. Чулхула облаçĕнче африка чумине тупса палăртнăран ĕне ашĕ икĕ хут ÿснĕ.

– Килти хушма хуçалăх тытаканăн сыснана африка чуми ернине мĕнле пĕлмелле;

– Чирлĕ сыснасен температура ÿсет, япăх сывлаççĕ, вĕсен ÿт-тирĕ кăвакарать, хĕрлĕ пăнчăсем те курăнма пуçлаççĕ. Сыснасем йытă пекех ларма пултараççĕ. Чирлĕ сыснасенчен инфекци сыввисене ерет, вĕсем пурте тенĕ пекех вилеççĕ. Вируса чирлĕ сыснасем, кушаксем, йытăсем, сăвăссем, тискер чĕр чунсем сараççĕ. Инфекци чирлĕ выльăхсем çÿренĕ улăх-çаранта, вĕсене турттарнă транспорт, апат урлă та сарăлма пултарать.

– Паллах, кирлĕ мерăсем йышăнассипе тĕллевлĕ ĕçлемелле...

Африка чумине килти хушма хуçалăхсене кĕртес мар тесен сыснасене лайăх условисенче тытмалла, вĕсене пахалăхлă апатпа тивĕçтермелле. Астăвăр: пăшăхламан апата сыснасене памалла мар, ветеринари свидетельстви пулсан кăна «чух-чухсене» туянмалла, сыснасене ирĕке кăлармасăр тытмалла.

– Сыснасене чир ерсен мĕн тумалла;

– Сыснасем сасартăк вилсен е выльăхсен чир-чĕр паллисем палăрсан васкасах ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле, чирлисене сыввисенчен уйăрмалла, витене дезинфекци тумалла. Ветеринарсем киличчен выльăх пăхакансен ытти хушма хуçалăхсене, фермăсене каймалла мар, сыснасене сутма юрамасть.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика