Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАХАЛĂХЛĂ ПРОДУКЦИ ÇЕÇ ПУЛТĂР

18 апреля 2009 г.

Эпир час-часах район территорийĕнче вырнаçнă суту-илÿ предприятийĕсенче пулатпăр. Уйрăмах ют çĕршывран кÿрсе килнĕ продукципе, вĕсем пирки çырнă документаципе интересленетпĕр. Шел пулин те, саккуна пăснă тĕслĕхсемпе те тĕл пулатпăр. Карантин сертификачĕ тата патшалăх фитосанитарин карантин контролĕн акчĕ пулман таварсене те тупса палăртрăмăр. Вĕсене Мускав, Чулхула, Канаш тата ытти хуласенчен илсе килнĕ. Х.А.Хайртдинов, Г.Т.Велимухаметов, Н.Н.Кокшин, Э.А.Фаткуллин, О.П.Никифоров, Л.Ф.Шайдуллин, Л.Е.Тарасов уйрăм предпринимательсене, «Людмила» (заведующийĕ Л.П.Афанасьева), «Алтын Ай» (И.З.Адеев), «Кооператор» производство комбиначĕн «Родник» магазинĕсен хуçисене (Н.Н.Владимирова) йĕркене пăснăшăн административлă явап тытнă. Вĕсен саккунпа килĕшÿллĕн 500-шер тенкĕ штраф тÿлеме тиврĕ.

Ют çĕртен кÿрсе килнĕ пахчаçимĕç, улма-çырла урăх климат условийĕсенче пурăнакансемшĕн сиенлĕ пулма та пултараççĕ. Çавăнпа та тĕрĕслесе илмелле. Çакна ĕнентерекен документсем кирлĕ. Пахалăхлă продукципе çеç сутă тăвасчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
Время работы: с понедельника по четверг – 08.30-17.30, пятница – 08.00-16.00. Обеденный перерыв – 12.00-12.48. В Чебоксарах время московское, в Ульяновске – плюс один час к московскому. 428014, г. Чебоксары, ул. Крупской, д. 9; 432071, г. Ульяновск, ул. Гагарина, д. 34.
Телефон: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
Факс: (8352) 52-80-33, (8422) 43-42-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика